Хĕл хырăмĕ аслă. Пурте пахчаçимĕç хатĕрлеççĕ

27 Авăн, 2016

Шупашкар администрацийĕ çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 16-мĕшĕччен тĕп хула халăхне ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерес тĕллевпе

«Кĕр мăнтăрĕ-2016» уйăхлăх ирттерет.

Калинин районĕнчи «Дар» ООО пасарĕнче /Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамĕ, 22-мĕш çурт/ тата «Фиалка» суту-илÿ центрĕ патĕнче /Эгер бульварĕ, 40-мĕш çурт/, Ленин районĕнчи «Николаевский» суту-илÿ комплексĕ» АУО картишĕнче /А.Николаев космонавт урамĕ, 14-мĕш «а» çурт/, Мускав районĕнчи «Северная» суту-илÿ компанийĕ» ООО территорийĕнче /Мускав проспекчĕ, 40-мĕш «а» çурт/ пахчаçимĕç сутма ятарлă вырăнсем уйăрнă. Çав лаптăксене фермерсем, кил хуçалăхĕсем, дачниксем уйăхлăх пынă вăхăтра йышăнаççĕ, хăйсем çитĕнтернĕ çимĕçсене сутаççĕ. Пасар администрацийĕсем вĕсенчен арендăшăн пĕр пус та ыйтмаççĕ, пахчаçимĕç сутма тÿлевсĕрех ирĕк параççĕ. Ĕнер çÿлерех асăннă суту-илÿ комплексĕсенче пултăмăр, лаптăксене пăхса çаврăнтăмăр.

— Пурин валли те çитеççĕ, — пĕлтерчĕ хула администрацийĕн потребительсен рынокне аталантарассипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Фасиха Солдатова. — Ялсенчен пахчаçимĕç сутма килекенсене ырă сунса кĕтетпĕр. Çимĕçсене килте е фермер хуçалăхĕнче çитĕнтернине çирĕплетекен ял тăрăхĕн администрацийĕсенчен справка илсе килмелле. Вăл республика тулашĕнчен кÿменнине, хула çыннисене хамăр продукцие сутнине ĕнентерме çеç кирлĕ.

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Дар» общество çумĕнчи ярмăрккара Куславкка, Елчĕк, Муркаш районĕсем пахчаçимĕç, сĕт, шашлăк сутнă, «Фиалка» суту-илÿ центрĕн лапамĕнче хула халăхĕ ЧР Апат-çимĕç фончĕн, Ишлей райповĕн, Вăрнарпа Комсомольски районĕсенчи кил хуçалăхĕсен продукцине туяннă. «Николаевский» тата «Северная» комплекссенче те суту-илÿ вĕресе тăнă. Пĕрремĕшĕнче 20 кун хушшинче 47,5 тонна пахчаçимĕç сутнă. Иккĕмĕшне Комсомольски, Муркаш, Вăрмар районĕсенчен фермер тата кил хуçалăхĕсенчен килнĕ, 9,45 тонна сутнă, «Коммунальные технологии», «Инженерная защита», «Горсвет» предприятисен автомашинисемпе тупăш сахал илекенсем пурăнакан çуртсем патне пахчаçимĕç çитерсе панă.

Виçĕ эрнере хула халăхне 67 тонна пахчаçимĕç сутнă. Шупашкарта пурăнакансем ăна 32 лаптăкра туянма пултараççĕ. Çав хушăра «Кĕр мăнтăрĕ-2016» ярмăрккана ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен 20 организаци хутшăннă. Ытларах çĕрулми, сухан, хĕрлĕ кăшман, купăста илсе килеççĕ. Уйăхлăха хутшăнакансен продукцине инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем, пенсионерсем пурăнакан çуртсене тÿлевсĕрех турттарма 4 автомашина уйăрнă.

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне ял çыннисенчен пахчаçимĕç туяннисен йышĕ татах хушăннă. Вĕсене 646 тонна /7,8 миллион тенкĕлĕх/, çав шутра çĕрулми 455 тонна сутнă. Сахал тупăшлă çемьесене транспортпа «Спецавтохозяйство», «Дорэкс», Шупашкарти троллейбус управленийĕ, «Зеленстрой», хула муниципалитечĕн коммуналлă хуçалăх управленийĕ те тÿлевсĕрех пулăшнă.

— Тĕп хулара ял хуçалăх продукцине нумай лаптăкра сутма майсем тунăран хаксем пĕр шайрах темелле, — терĕ Фасиха Исхаковна.

Чăн та, пасарсенче вăл, ытти çулхипе танлаштарсан, хăпарса каймарĕ. Шупашкарти кăнтăр районĕнчи пасарта «иккĕмĕш çăкăрăн» кашни килограмĕ — 12, купăста 15 тенкĕ тăратчĕ. «Дар» обществăн /Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамĕ/ территорийĕнче те вĕсене çав хакпах туянма сĕнеççĕ. Кишĕр — 25, сухан 15 тенкĕ. Кунта Елчĕк районĕнчи Хирти Пăваран пĕр çемье тиесе килнĕ. Çĕрулми 10-12 тенкĕлле лайăх сутăнать.

«Николаевский» комплексра пуçлă сухан — 12, çĕрулми 8-9 тенкĕ. Гагарин урамĕнчи тĕп пасарта пахчаçимĕçпе сутă тăвакансем йышлă, «Николаевскинчи» хаксенчен пысăкрах. Мĕншĕн тесен ваккăн сутакансен пĕр пайĕ тĕп пасара А.Николаев урамĕнчи комплексран турттарать.

Ĕнер çанталăк ăмăр тăчĕ, çавăнпа пасарсенче халăх йышлах марччĕ. Канмалли кунсенче нумай пуласси вара халех ĕнтĕ паллă — çынсем хĕл валли пахчаçимĕç çителĕклĕ туянаççĕ.

 Юрий СЕРГЕЕВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем