Хăюллисем сас парасса шанаççĕ

22 Нарăс, 2014

Студентсен отрячĕсем пирĕн çĕр-шывра иртнĕ ĕмĕртех йĕркеленнĕ. 1959 çулта аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем Казахстана çерем уçма тухса кайнă. Хастар комсомолсем БАМА çĕкленĕ. Çамрăксен туслă çакăн евĕр йышне Совет студенчĕсен отрячĕсем, кĕскен ССО, тенĕ.

14-15 çул каялла та студентсене Волгоград, Краснодар, Аçтăрхан тăрăхне пахча çимĕç пуçтарма илсе каятчĕç-ха. Кăмăллăн таврăнатчĕç унтан. Каярах, ял хуçалăхĕсем арканнă, харпăрлăха куçса пĕтнĕ май, кăнтăр енне чĕнме пăрахрĕç.

Раççей студенчĕсен отрячĕсем пирĕн çĕр-шывра халĕ те пур. Ĕлĕкхисенчен кая та мар пулĕ вĕсем. Хура тинĕс хĕрринчи ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсемпе санаторисенче официантра, тирпейлÿçĕре, Краснодар тата Мускав облаçĕнчи ача-пăча лагерĕсенче вожатăйра, хореографра, шывра ишме вĕрентекенре, физрукра тăрăшаççĕ çамрăксем. Çуллахи вăхăтра Раççей чукун çул-йĕрĕ çинче проводникре ĕçлеççĕ.

«Раççей студенчĕсен отрячĕсем» Пĕтĕм Раççейри çамрăксен общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ 12 çул каялла йĕркеленнĕ. Асăннă организаци республикăри аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсене пĕрлештерет. Пĕтĕмпе педагогика 23 отрячĕ Шупашкарта. Вĕсенчен чылайăшĕ çуллахи вăхăтра хамăр республикăри ачасен лагерĕсенче вожатăйра ĕçлет. Аяккалла тухса каякан та чылай. Тĕслĕхрен, «Арт-студи» 20 студент-воспитателĕ ака уйăхĕн вĕçĕнче Азов тинĕсĕн хĕрринчи ача-пăча санаторине кайма палăртать. Çул хакне, унта пурăннăшăн та ĕç паракан саплаштарать.

Проводнике вĕренме пĕлтĕр 140 çын валли квота уйăрнă.. Вĕсенчен 70-шĕ çеç ĕçе вырнаçнă. Сăмах май, проводнике тÿлевсĕр вĕрентеççĕ. Çамрăксем 20-шер пин тенкĕ те ĕçлесе илнĕ Раççей чукун çул-йĕрĕ çинче. Çапах та каникул вăхăтĕнче пуйăспа «ярăнас» шухăшлисем сахалрах студентсен хушшинче. Çамрăксен пуçарулăх центрĕнче çуллахи сесси вĕçленнĕ тĕле хăюллисем сас парасса кăçал та шанаççĕ. Инçе çула икĕ-виçĕ талăк каякан пуйăсра кам кăна çук пулĕ. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, юрама та пĕлмелле, çамрăксен ку енĕпе ăсталăхĕ сахалрах, имĕш.

Студентсен отрячĕсем çавăн пекех республикăри слет-фестивале хутшăнаççĕ, ача çурчĕсемпе реабилитаци центрĕсене, интернат шкулсемпе ача-пăча больницисене тухса çÿреççĕ, ыр кăмăллăх акцийĕсем ирттереççĕ. Хĕл Мучи академийĕ кашни çулах аван ĕçлет.

Шупашкарти Çамрăксен пуçарулăх центрĕнче çулсерен вожатăй ăсталăхĕн шкулне йĕркелеççĕ. Кунта çамрăксене вĕренмелли нумай. Кашни студент хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, йăнăшĕсемпе ăнăçăвĕсем пирки каласа кăтартать.

Студент отрячĕсен тумĕ мĕн пур регионра расна. Пирĕннисем симĕс тĕслĕ куртка суйласа илнĕ. Унпа кашнине тивĕçтерме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Вожатăйра кăна мар, строительствăра тар тăкакан студентсем те пур отрядра. Иртнĕ çул чăваш хастарĕсем Сочири Олимпиадăна тата Хусанти Универсиадăна хатĕрленнĕ пулсан кăçал студентсенчен чылайăшĕ шыв илнĕ регионсене тухса кайĕ. Строительство бригадисене хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ.

 

Елена БАШКИРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.