ХĂЯР КУРĂКĔ, ХУПАХ
Мышцăсем шыçнинчен миозит эмел курăкĕсемпе сипленни те витĕмлĕ пулăшать. Тĕслĕхрен, çак меслетсемпе усă курма пулать.
Хăяр курăкĕ бораго. 1 чей кашăкĕ типĕтнĕ чечекне е 1 десерт кашăкĕ типĕтнĕ курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 5 сехет лартмалла. Кунне 6 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Барбарис хуппи. Вĕтетнĕ типĕ 1 пай хуппа 10 пай 70 процентлă спирта ямалла, тĕттĕм вырăнта 7-10 кун лартмалла. Кунне 3 хут 30-шар тумлам настойкăна шыва ярса ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Хăва ива хуппи. Вĕтетнĕ 1 пай хуппа 20 пай шурă эрехе ямалла, вĕрекен шыв мунчине лартса 30 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Хупах шĕвекĕ. Вĕтетнĕ чĕрĕ 1 апат кашăкĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн çуршар стакан 2 эрне ĕçмелле.
Комментари хушас