ХĂЯР ÇИЕР ТЕ!

13 Утă, 2016

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, икĕ эрне кунне 3-5-шер хăяр çисен организма йодăн пĕр уйăхлăх саппасĕпе пуянлатма пулать. Хăяр — йод çăлкуçĕ, унсăр пуçне унра клетчатка, сахăр, крахмал, кремни, тимĕр пур.

Хăяр белока, çăва лайăхрах йышăнма, ват шĕвекне кăларма, пыршăлăх ĕçне лайăхлатма пулăшать. Юна аван тасатать, шыçнине ирттерет, чĕрене, астăвăма ырă витĕм кӳрет.

Сĕткенне шăк хăвалама, вар хытнине ирттерме ĕçеççĕ, унпа пиçсе кайсан, ӳт чирĕсенчен сипленеççĕ. Çак рецептсем кирлĕ пулма пултараççĕ.

  •  Стенокарди, чĕре таппи пăсăлни, диабет аптратсан кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах чĕрĕ хăяр сĕткенне е ăна вĕренĕ сивĕ сĕтпе çурмалла хутăштарса çуршар стакан ĕçмелле.
  •  Пĕвер чирĕсенчен сипленнĕ чухне ватăлнă 100 грамм хăяра вĕтетмелле, çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
  •  Самăрлăхпа кĕрешме тăварланă хăяр шывĕ пулăшать. Ăна кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан 10 прцентлă уксус 1 чей кашăкĕ хушса ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 2 эрне.
  •  Юна тасатма кунне 4-5 стакан хăяр сĕткенĕ пĕр эрне ĕçмелле.
  •  Юн тымарĕсене тасатма 1 апат кашăкĕ хăяр вăррине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

Шута илме. Атеросклерозпа, гипертонипе, пыршăлăх чирĕсемпе, чĕре çитменлĕхĕпе аптракансен хăяр нумай çиме юрамасть. Вăл çивĕч тата вăрах гастрит, энтероколит чухне те усăллă мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.