Хăватлă ăс-хакăл никĕсĕ

26 Пуш, 2014

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Культура ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Професси уявне республикăра сакăр пине яхăн çын кĕтсе илчĕ.

Культура вăл - обществăна аталанма пулăшакан хăватлă ăс-хакăл никĕсĕ, вăй илсе çирĕпленнĕ кăмăл-сипет пуянлăхĕ, несĕлсен пин-пин çулхи йăла-йĕркине ăрусемпе çыхăнтараканĕ.

Чăваш Ен культура ĕçченĕсем республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхăн хăй евĕрлĕ еткерлĕхне сыхласа хăварас тата малалла аталантарас ĕçе вышкайсăр пысăк тÿпе хываççĕ, ял-хула çыннисене наци тата тĕнче культурин пуянлăхĕпе паллаштараççĕ.

Патшалăх культура отрасльне пулăшсах тăрать. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче, сăмахран, ялти вулавăшсене тĕслĕх шая çĕклеме мехел çитертĕмĕр. Халĕ çак юхăм культура учрежденийĕсенче вăй илсе пырать. Çулленех, йывăрпа пулсан та, вун-вун клубпа культура çурчĕ хăйĕн ĕç-хĕлне паянхи пурнăç ыйтнă пек йĕркелесе ярать.

Профессионал театрсемпе концерт учрежденийĕсене çĕнĕ спектакль лартма, концерт программи кăларма грантсем пани те хавхалану кÿрет. Республика тулашĕнчи йăхташсем патне гастроле кайса килме укçа-тĕнкĕ ытларах уйăрнине те, культура ĕçченĕсен шалăвне ÿстерсе пынине те ырламалла.

Çивĕч ыйтусем те çук мар-ха. Çаксене шута илсех пулĕ Раççей Президенчĕ 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Вăл ăнăçлă иртессе, умри йывăрлăхсене татса пама пулăшасса çирĕп шанатпăр.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.