Хастарлăхĕпе асра юлнă

19 Кăрлач, 2016

2011 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш тăрăхĕ çинчен кĕнеке кăлартăм. Анчах кунта çуралса ÿснĕ, ĕçлесе пурăннă чылай паллă çын ман кĕнекене кĕреймен иккен. Энциклопедире Иван Филиппович Кашкиров пирки те темиçе сăмах кăна. "Лейтенант, 2-мĕш Беларуç фрончĕ. Аманнă. "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден кавалерĕ", - тесе кăна асăннă. Нумаях пулмасть Иван Филипповичăн ывăлĕ Николай таврапĕлÿçĕ тăван ялне хăнана килсен ман пата кĕрсе тухрĕ, ашшĕн алçырăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Вăрçă пуçланнă чухне Иван Кашкиров Киев хулинче службăра тăнă. Виçĕ уйăхран ăна кĕçĕн лейтенантсен курсне вĕренме янă, çамрăк çын связист пулса тăнă. 1942 çулта Ростов облаçĕнче вĕсен полкне çĕрле нимĕçсен десанчĕ çавăрса илнĕ. Çывăракан салтаксене пурне те тенĕ пекех вĕлерсе пĕтернĕ, полк арканнă. Иван Филиппович тыткăна лекнĕ, анчах та çул çинче тарса юлма пултарнă. Совет çарĕн салтакĕсемпе тĕл пулнă хыççăн ăна пĕр вăхăт Подольск хулинчи ятарлă лагерьте тытнă, тĕрĕслевсем витĕр тухсан каллех фронта ăсатнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.