ХĂШĔСЕМ ĂНА МĂН ХĂЯР ТЕÇÇĔ
Сăмах кабачок пирки пырать. Вăл - тĕлĕнмелле паха та усăллă çимĕç, ăна пахчара кашнинех ÿстерме тăрăшмалла. Аслă çулсенчи çынсене тата вар хытнипе аптракансене витĕмлĕ пулăшать. Пыршăлăх ĕçне лайăхлатать, организмран наркăмăшсене кăларать, юн тăвас ĕçе ырă витĕм кÿрет. Диабетпа чирлисен ăна çимеллех, мĕншĕн тесен юнри сахăр шайне йĕркелет.
Сахăр диабечĕ. Кабачок ăшне чĕрĕлле çимелле. Кунне 1 апат кашăкĕнчен пуçламалла та виçене майĕпен ÿстерсе пымалла, кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан çимелле. Тулли сиплев курсĕ - 1,5-2 уйăх. Кирлĕ пулсан 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттерме юрать.
Сахăр диабечĕ чухне пÿрепе пĕвер ĕçне йĕркене кĕртме. Кабачокăн тасатса типĕтнĕ 2 апат кашăкĕ вăррине çăнăх пуличчен вĕтетмелле, çур чей кашăкĕ пыл тата çур стакан шыв хушмалла. Лайăх пăтратмалла - симĕсрех шĕвек пулать. Ăна кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле. Кашни кун çĕнĕ виçе хатĕрлемелле.
Сахăр диабетне пула ăш пăтрансан, хăстарсан. Кунне 2 хут çуршар стакан кабачок сĕткенĕ ĕçмелле. Ăна хатĕрлеме çăмăл: çимĕçе теркăпа хырмалла та пăчăртаса сĕткенне юхтармалла.
Шĕвĕрĕлчен пулсан. Кабачокăн тасатнă 50 грамм вăррине 1 стакан вĕри шыва ямалла, 15 минут вĕретмелле, шыв мунчине лартса 2 сехет пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут выç хырăмла тата апатсен хушшинче çуршар стакан ĕçмелле.
Пÿрлешке аптратсан. Теркăланă мăн хăяр ăшне 1 апат кашăкĕ илсе хурăн папкин темиçе тумлам çăвĕпе /аптекăра сутаççĕ/ тата 1 чей кашăкĕ теркăпа хырнă кишĕрпе хутăштармалла. Пите 15 минута сĕрмелле, унтан ăшă шывпа çуса тасатмалла.
Хăвăрт тарăхса кайма, вĕчĕрхенме пуçласан. Кабачокăн 150 грамм чĕрĕ вăррине вĕтетмелле, тĕксĕм тĕслĕ кĕленчери çур литр шурă эрехе ямалла, 10-15 пĕтнĕк /мята/ çулçи хушмалла, 21 кун лартмалла, кашни кун силлесе илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 2 хут - каçхи апат умĕн тата çывăрма выртиччен - 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 2-3 уйăх. Çулталăкра 2 курс ирттермелле. Нервсем лăпланаççĕ, ыйхă лайăхланать.
Аллерги, диатез, экзема чухне. Кабачокăн 10-12 чечекне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 3 сехет лартмалла. Кун тăршшĕпе чей вырăнне ĕçмелле. Курс - 10-12 кун. Шĕвекпе ÿте сăтăрма юрать: вăл лайăхланать, аллерги шатрисем пĕтеççĕ.
Çакна пĕлни вырăнлă. Кабачока тăтăш çини пигмент пăнчисене сахаллатать, ÿт ватăлассине вăрахлатать, юн тымарĕсенче юн куçассине лайăхлатать, ультрафиолетран, самăрлăхран, çÿç кăвакарасран сыхлать.
Çавăн пекех, çимĕçре клетчатка питĕ сахал пулнă май, вăл вар-хырăм çулĕсен операцине тÿссе ирттернĕ çынсене усăллă. Юнра холестерин пухăнасран хÿтĕлет, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать. Организма шлаксенчен хăтарма кунне 200 грамм мăн хăяр çимелле.
Калипе магни нумай кабачок чĕре мышцине апатлантарать, унри тимĕр юна кислородпа пуянлатма витĕм кÿрет. Паха çимĕç тонуса, стреса хирĕç тăрассине вăйлатать.
Асăрханăр! Вар-хырăм чирĕсем вĕрĕлсен тата унăн апачĕсене организм йышăнман уйрăм çынсен мăн хăяр çимелле мар.
Комментари хушас