Хăрушсăрлăха пăхăнаççĕ-и?

23 Çурла, 2019

Паян Правительство çуртĕнче республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Ларура республикăри вĕренÿ организацийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине сÿтсе яврĕç. ЧР вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева шкулсемпе ача сачĕсене ятарлă комиссисем тĕрĕслени пирки каласа кăтартрĕ. Иван Моторин çак тĕрĕслевсен вăхăтĕнче тупнă çитменлĕхсене хăвăртрах пĕтерме сĕнчĕ.

Комисси ларăвĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленине те тишкерчĕç. Ку тытăмри лару-тăрупа строительство министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов паллаштарчĕ. Пухăннисем çавăн пекех ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас