Хăрушсăрлăха мĕнле тивĕçтереççĕ?
15 Ноября, 2016 | Хыпар | Пулса иртни | Çул-йĕр

РФ Çул-йĕр агентствин «Прикамье» федерацин автомобиль çулĕсен управленийĕ» хысна учрежденийĕн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн пайĕн ертÿçи Филипп Ходаев эрнекун Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнче пресс-конференци ирттерчĕ.

Лару-тăру çакнашкал

— Управлени çирĕплетнĕ патшалăх контракчĕпе килĕшÿллĕн федерацин Чăваш Енри пурте усă куракан автотрассисене пĕр подряд организацийĕ — «Воддорстрой» компани — пăхса тăрать, — терĕ. — Вĕсене çаксем кĕреççĕ: М-7 «Атăл» Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан-Ĕпхÿ çулăн Етĕрне-Хыркасси-Кÿкеç-Çĕрпÿ-Куславкка районĕпе Тутарстан чиккин сыпăкĕ /178 км/, М-7 «Атăл» Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан-Ĕпхÿ çулăн Шупашкара хĕвелтухăç енчен кĕмелли сыпăкĕ /3,3 км/, М-7 «Атăл» Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан-Ĕпхÿ çулăн Шупашкара хĕвеланăç енчен кĕмелли сыпăкĕ /11,1 км/, А-151 Çĕрпÿ-Ульяновск çул /122,8 км/, Р-176 «Вятка» Шупашкар-Йошкар-Ола-Киров-Сыктывкар çулăн сыпăкĕ /11,2 км/. Пĕтĕмпе - 329 çухрăм. Хĕлле çул çинчи юра хырнă, трасса çинчи çÿхе пăра ирĕлтернĕ, ятарлă реагент — хăйăрпа тăвар хутăшĕ — сапаланă çĕрте ĕçлекен техникăна кăтартас тĕллевпе журналистсене «Воддорстрой» базинче пухрăмăр. Унăн хăтлă та çутă администрацийĕн çурчĕ, пуян техникăпа пурлăх никĕсĕ, 100 единица машинăпа трактор паянхи пурнăç кăларса тăратакан ыйтусене туллин тивĕçтереççĕ. Кашнинчех — ГлонассıGPS стандарчĕн терминалĕ, вĕсене «Дортранснавигация» ПТК диспетчер тĕрĕслевĕн автоматизациленĕ пĕрлехи тытăмĕпе çыхăнтарнă.

Предприятин дежурствăпа диспетчер службисем хăйсен тивĕçне кунĕн-çĕрĕн пурнăçлаççĕ. Хĕл каçиччен çул çинчи шуçлака ирттерме участоксенче 31,7 пин тонна /кирлĕ чухлĕ/ реагент хатĕрленĕ. Çанталăк кашни сехетре мĕнле улшăнассине маларах пĕлме общество Чăвашгидрометцентртан информаци илсе тăмашкăн килĕшÿ çирĕплетнĕ,

тĕрлĕ çĕрте 9 метеостанци вырнаçтарнă, пăрлак чухне е çил-тăман тухсан автотранспорт айлăм-тайлăмран епле хăпарнине, унтан мĕнле аннине, ытти вырăнта çулçÿрев еплерех пынине пĕлсе тăрас тĕллевпе online йĕркипе ĕçлекен 17 видеокамера вырнаçтарнă.

Пĕр авари те пулман

— Управлени Чăваш Енре пурăнакансене федераци çулĕсене пăхса тăма 100 процент хатĕр­рине пĕлтерет, — терĕ Ф.Ходаев. — Подряд организацийĕ кирек мĕнле çанталăкра та инкексĕр çул çÿреме май туса парать пулин те водительсене хăрушлăха лекесрен кашни самантра сыхланма — çулăн тĕрлĕ сыпăкĕнче тивĕçлĕ хăвăртлăхпа тата кирлĕ дистанци тытса пыма сĕнетĕп.

— Пире çирĕплетсе панă çула темиçе участока пайларăмăр, — каласа пачĕ «Воддорстрой» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров. — Техникăна лартмалли гараж, çав шутра хăшĕ-пĕринче ăшши, хăйăрпа тăвар хутăшĕн саппасĕ пуринче те пур. Москакассипе Никольски ялĕсем патĕнче ăна нумаях пулмасть уйăрнă çĕнĕ лаптăкра хатĕрленĕ. Юр хыракан, хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапалакан автомашинăсене, погрузчиксене ĕçлеттерекенсем, рабочисем, мастерсем, прорабсем участоксенче çĕрĕ-кунĕпех дежурствăра. Вĕсене техникăпа çителĕклĕ тивĕçтернĕ. Кăçал харăсах юр хыракан, çул сарлакăшĕпех реагент сапалакан автомашина тăваттă туянтăмăр. Пиллĕкмĕшĕ предприятие кĕçех çитет. Участоксене сахалрах лаша вăйĕллĕ техникăпа та туллин тивĕçтернĕ.

— Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшĕнчи 14 сехет те 30 минутчен — йĕпхÿ пĕрĕхнĕрен сивĕре асфальт пăрланас хăрушлăх тухса тăнă талăкра — федерацин республикăри çулĕсенче пĕр автоаварие те, çын вилнĕ пĕр тĕслĕхе те шута илмен, — терĕ пай пуçлăхĕ.

— Çил-тăман тухсан е çумăрпа сивве пула çул хăвăрт йăкăр-якăрлансан вăрăм фурăсем Шупашкар районĕнчи Хыркасси /Вăрман Çĕктер/ ялĕнчен пуçласа Етĕрне патĕнчи Сăр тÿпемне çитиччен ултă хутчен анса хăпаратчĕç. Хăйсем тĕллĕн малалла каяймастчĕç, пирĕн тягачсем троспа туртса хăпаратчĕç. Иртнĕ çулсенче çулăн асăннă сыпăкĕсене тĕпрен юсаса пĕрремĕш категорие кĕртрĕç. Тавах Росавтодора капиталлă юсавшăн. Ăна вĕçленĕренпе автотранспорт айлăм-тайлăмран аван иртет.

Ĕçлекенсем çĕрĕпех куç хупмаççĕ

— Чÿк уйăхĕн 10-мĕ­шĕнче, кăнтăрла иртсен, 5 градус сивĕччĕ, çула вĕтхÿ йĕпетме тытăнчĕ. Ăна пăрлантарасран хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапалама çийĕнчех машинăсене кăларса ятăмăр. Çĕрĕпех ĕçлерĕç, пĕрре те чарăнмарĕç. Кабинăсенчи навигаторсем участоксенче мĕнле хăвăртлăхпа реагент сапаласа пынине сăнасах тăтăмăр, — хуравларĕ генеральнăй директор. — Йĕпхÿ чарăнмарĕ, сывлăш температури каçкÿлĕм шăнтсах пычĕ — шуçлакран иккĕмĕш хут сапма тиврĕ. Машинăсем каçхине тата çĕрле çулсемпе темиçе хут сапаласа иртрĕç. Реагентпа ытти чухнехинчен чылай ытларах усă курнăран çула пăрланма памарăмăр. Çавăнпа автотранспорт выляса хирĕç пыраканнине пырса тăрăнтармарĕ.

— «Воддорстрой» коллективĕшĕн 10-11-мĕ­шĕсенчи çĕр чăннипех те йывăррăн ирт­рĕ, — палăртрĕ Ф.Ходаев. — Манăн паянхи ĕç кунĕ ирхине çак пресс-конференцие урăх куна куçарас ыйтуран пуçланчĕ. Мĕншĕн тесен управленипе общество ертÿçисем çĕрĕпех куç хупмарĕç. Апла пулин те сирĕнпе тĕл пулас терĕмĕр. Пăрлă çумăр чухне пысăк инкеке лекменни — лайăх кăтарту.

Ф.Ходаев çулсене юртан хÿтĕлекен вăрман тăрăхĕнчи хăрăк йывăçсене вăхăтра касасси çинчен çапла каларĕ:

— «Воддорстрой» кăçал ку ĕçе нихçанхинчен лайăхрах пурнăçларĕ. Вăрман культурисем халĕ çынсене пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкермеççĕ. «Вятка» çулăн Киров облаçĕнчи тата Мари Элри сыпăкĕсемпе танлаштарсан вĕсем лайăхрах курăнаççĕ. Анчах Чăваш Енри ял-хула тăрăхĕсенчи уйрăм çынсемпе предприятисем çул хĕррине каяш çав-çавах кăларса пăрахаççĕ. Управлени республикăн Министрсен Кабинетĕнчен киревсĕр çак йăлана пĕтерме ыйтать.

Юрий МИХАЙЛОВ.

В.Кузьмин сăнÿкерчĕкĕсем

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.