Хăрушлăх пысăк - яваплăх çирĕп
Шупашкарти Ленин районĕ пирки тĕп хулан тĕп районĕ теме юрать-тĕр: хула варри, кунта республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен çурчĕсем вырнаçнă, предприятисем, кану вырăнĕсем йышлă. Çавна май криминалпа çыхăннă лару-тăру хăйнеевĕрлĕхĕ те пур. Çакă Следстви комитечĕн ЧР Следстви управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕн следстви пайĕн ертÿçипе Александр ШАРИНПА калаçнă май та сисĕнчĕ.
- Александр Владимирович, 5 çул каялла Следстви комитетне туса хунă чухнех унăн тĕллевĕ преступленисене оперативлă тата пысăк пахалăхпа тĕпчесси тесе палăртнăччĕ. Çак тивĕçе тÿрре кăларатăр-и?
- Асăннă тĕллевсĕр пуçне малтанхи следстви вăхăтĕнче саккунлăха тата çын прависемпе ирĕкĕсене тивĕçтерессине те асăнмалла. Çын пурнăçĕпе сывлăхне, çынна арлăх тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнине хирĕç тунă чи хăрушă преступленисене СК следователĕсем кăна тĕпчеççĕ. Çавăн пекех граждансен ĕçлев прависене хирĕç, коррупципе, налуксемпе, рейдер пулăмĕсемпе, экстремизмпа çыхăннă преступленисене тĕпчесси те - пирĕн следовательсен ĕçĕ. Уйрăм право статусĕллĕ çынсене /депутатсене, влаçăн суйланакан должноçсенчи çыннисене, адвокатсене, сумлă ытти çынна/ пырса тивекен уголовлă ĕçсене те эпирех тĕпчетпĕр.
Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çул çитменнисем тăвакан тата çул çитменнисене хирĕç тунă йывăр тата уйрăмах йывăр мĕнпур преступление тĕпчессине те пире шанса панă. 2014 çултанпа Уголовлă кодекса çĕнĕ 240.1 статьяна кĕртнĕ, вăл çул çитменнисен секспа çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн уголовлă яваплăх палăртать. Унашкал преступленисене те СК следователĕсем тĕпчеççĕ.
- Иртнĕ çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕр? Малалла вулас...
Комментари хушас