Хăмла ÿстерме вăйлă хуçалăхсем те шикленеççĕ
Етĕрне райадминистрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Александр Семенов районти агропромышленноç комплексĕн аталанăвне хресчен-фермер хуçалăхĕсем пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕç туса илес тиеве вĕсем пĕтĕмпех хăйсем çине илнĕ.
Çĕр улми сутса пĕтернĕ
— Александр Александрович, 1990 çулта РСФСР Правительстви «Хресчен-фермер хуçалăхĕ çинчен» саккун йышăннă. Унтанпа çак юхăм епле вăй илсе, аталанса пычĕ?
— Вăл çулсенче ял хуçалăхĕ пысăк йывăрлăхсем тÿсрĕ. Пĕр вăхăт хресчен нимĕн тума пĕлмесĕр аптăрарĕ. Кивви каять, çĕнни килет тенĕрен, колхоз-совхоз вырăнне çĕнĕ формăллă, сахал йышлă хуçалăхсем, çав шутра ХФХсем те, йышăнчĕç. Çĕнĕлĕх çинчен илтнĕ хыпар ял халăхне малтанлăха шиклентерчĕ пулин те, анчах тĕплĕн шухăшласа пăхнă хыççăн ăна йышăнма хирĕç пулмарĕ. Районта хресчен-фермер хуçалăхĕ 130 таранах йĕркеленчĕ. 2000 çулччен, уйрăмах 1997-1998 çулсенче, вĕсем лайăх ĕçлерĕç. Ирçе ял тăрăхĕнчи фермерсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Лаптăксене вун-вун гектар пысăклатрĕç. Çĕрлĕ пулчĕç-ха, анчах вĕсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăма вăй çитерейменрен чылайăшĕ йывăрлăха чăтаймарĕ — арканчĕ. 2006 çулта «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçе кĕнĕ хыççăн, патшалăх пулăшăвĕ шанчăклă тăрев пама тытăнсан, юхăм иккĕмĕш тапхăра куçса çĕнĕрен амаланчĕ. Хальхи вăхăтра 30 ХФХ лайăх ĕçленине палăртас килет.
— Хăйсен пултарулăхне кура ял хуçалăхĕнчи мĕнле отрасльсене ытларах кăмăллаççĕ? Çулсерен тухăçлă хăмла çитĕнтерекен «Ленинская искра» хуçалăхран «симĕс ылтăн» туса илме вĕренес шухăшлисем пур-и?
— Тĕпрен илсен, ĕне выльăх тытаççĕ, тыр-пул, çĕр улмипе пахча çимĕç ÿстереççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерме çак енĕпе тухăçлă ĕçлекен фермерсен комбайнсем, управсем çителĕклĕ. Пĕлтĕр йĕпе-сапа вăйлах чăрмантарчĕ пулсан та 171 гектар çинчи çĕр улмине йăлтах кăларса пухрĕç — 3230 тонна. Гектар тухăçĕ 189 центнерпа танлашрĕ. Григорий Павловăн вăл 300 /2016 çулхин 123%/, Валерий Степановăн 250 центнера /ÿсĕм —19%/ çитнĕ. Вĕсем тăпра пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнаççĕ. Владимир Мутиков профессорăн «Биологизаци — тухăç çăл куçĕ» вĕрентĕвне тĕпе хурса çĕре органикăпа, вăл шутра вырмара улăма вĕтетсе тыр-пулран пушаннă хир тăрăх сапаласа, пуянлатаççĕ. ХФХсем 2017 çулта 24 гектар çинчен 1020 тонна пахча çимĕç пухса кĕртрĕç, тухăçĕ 434 ц. Çак культурăсене йăлтах хăйсем туса илеççĕ. Шалу, налук, кредит, ыттине тÿлеме нухрат кирлĕ те çĕр улмин пĕр пайне кĕркунне ана çинченех вырнаçтарчĕç. Хĕл кунĕсенче хакĕ икĕ хут ÿсрĕ. Паянхи кун ăна йăлтах сутса пĕтернĕ. Тупăш панине кура кăçал лаптăкне 205 гектара çитересшĕн. Пахча çимĕçĕн те 200-тен кая пулмĕ. Хăмлана илсен хăй вăхăтĕнче ăна 5-6 хуçалăх таранах ÿстернĕ, халĕ иккĕшĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Фермерсен вĕсен çулĕпе каяс тесен хальлĕхе ĕмĕтленмелли кăна юлать. Пысăк тухăç илсе ăнăçлă вырнаçтарсан лайăх тупăш илме май пур. Анчах ĕçе ним çук çĕртен пуçласа яма питĕ йывăр — укçа нумай хывмалла. Отрасле аталантарма тытăнмашкăн республикăри вăйлă хуçалăхсем те шикленеççĕ.
Ĕне йышне чакарман
— Эсир ХФХсем выльăх ĕрчетнине те палăртрăр. Çĕршывра типĕ сĕт саппасĕ пысăкран сутлăх чĕрĕ сĕт хакĕ калама çук чакрĕ. Фермерсем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ?
— Пăшăрханаççĕ. Тырă хакĕ те пĕчĕк. Сутнин усси çук, тăкак çеç куратпăр тесе ăна выльăх витĕр кăлараççĕ. Кăçал ĕне продукцийĕпе те ăнмарĕ. Çав вăхăтрах панкрута тухса ку таранччен пурнăçа йÿнеçтерме пулăшнă тăван хуçалăха пĕрин те салатса ярас килмест. Çавăнпа ăна аталантармалли çĕнĕ майсем шыраççĕ. Посредниксĕр хăйсем тĕллĕнех сĕт сутни тупăшлăрах. Йышлă выльăхăн вăл ытларах та. Нухрат нумайрах кĕрет. Экономистсемпе шутларăмăр та 10 ĕне çеç усранин усси сахаллине çирĕплетрĕмĕр. Услам илес тесен кĕтÿре сахалтан та 50 пуçран кая пулмалла мар. Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх йышĕ чакать /пĕлтĕр 2016 çулхин 85,4% çеç юлнă/, хресчен-фермерсен хуçалăхĕсенче 24% хушăннă. Малалла вулас...
Комментари хушас