Хăмăрăн – шанчăклăрах

8 Çурла, 2014

Раççей пире хирĕçле санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен çулталăклăха апат-çимĕç турттарма чарăнать. Мĕнлерех йышăнаççĕ-ха Владимир Путин указне пирĕн республикăра?

Владимир Васильев, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:

– Раççее хирĕçле йышăнусем тунине пирĕн мĕншĕн лăпкăн йышăнмалла? Владимир Путин указĕпе килĕшмелле. Пире хирĕçле санкцисем банксене кăна мар, энергетика, финанс тытăмĕсене тата ыттине те пырса тиврĕç. Экономикăна политика мелĕпе хĕсни вырăнсăррине, çакă нормăсемпе, правилăсемпе пач килĕшсе тăманнине палăртать Владимир Владимирович. Питĕ тĕрĕс ку.

Раççей те тавăрма пултарать, пире хирĕçле санкцисем кăларнă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕ илсе тăмасăр та япăх мар пурăнĕ. Чи пĕлтерĕшли – Владимир Путин указĕ хамăрăн хуçалăхсене аталантарма пулăшать. Капла Чăваш Республикинчи пысăк лавккасенче те чăваш хресченĕ туса илекен çĕр улмине, аш-какая, пахча çимĕçе ытларах курма, туянма май килĕ. Çĕр çинче ĕçлекеншĕн çитĕнтернĕ çимĕçе сая яни мар, тăкаксăр вырнаçтарни паха-çке.

Николай Степанович Андреев, Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

– Владимир Путин указне питех те ырлатăп. Эпир хамăра тăрантарма пултаратпăр. Пирĕн ытти çĕр-шыв куçĕнчен пăхмалла мар. Хамăр ăспа, хамăр çитĕнтерекен тата экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе пурăннине нимĕн те çитмест.

Пăхăр-ха, паян халăхран сĕте мĕн хакпа пуçтараççĕ? Хăш-пĕр çĕрте пĕр литрне 10 тенкĕпех илсе каяççĕ.13 тенкĕ пулсан та вăл йÿнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 16 тенкĕ пулнă. Раççей Президенчĕ указ кăларни, ман шухăшпа, хамăр патра туса илекен чĕр тавара çырлахтаракан хакпа вырнаçтарма та пулăшмалла.

Акă районĕпе суса илекен сĕтĕн 50 ытла проценчĕ пирĕн хуçалăхран тухать. Анчах эпир сĕтшĕн субсиди илейместпĕр. Çĕнĕ указ ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва тата та лайăхрах енне улăштарасса шанас килет.

Петр ЯЛУКОВ, Патăрьел районĕнчи «Батыревский» ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи:

– Путин хушăвне ырлатăп. Эпир хамăра хамăр тăрантарма пултаратпăр. Европăран кÿрсе килекен ял хуçалăх апат-çимĕçĕпе пурăнмалла мар пирĕн, хамăрăн ытларах çитĕнтерме тăрăшмалла. Тĕрлĕ им-çампа ÿстернĕ, ген улăштарнă апат-çимĕç халăх сывлăхне хавшатать, чире ярать. Хамăр çитĕнтерни çав-çавах шанчăклă. Халăх сывлăхĕ, ман шухăшпа, хаклăрах.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.