Хамăр çинчен тĕнчене пĕлтермеллех

3 Пуш, 2017

1918 çулхи кăрлач уйăхĕ. Хусан хули. Тĕп урамсенчи реклама сентрисенче унти паллă театрсен афишисемпе юнашар пысăках мар пĕлтерÿсем çакăнса тăнă. Мĕн пирки пĕлтернĕ-ха вĕсем? Хĕрсен медицина институчĕн çуртĕнче унчченхи Купса пухăвĕсен залĕнчеº 1918 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.С.Максимов-Кошкинский артист ертсе пынипе драма искусствине юратакансен кружокĕ пĕрремĕш хут чăвашла спектакль лартасси çинчен. Çапла А.Н.Островскин "Не так живи, как хочется" пьеси тăрăх кăтартнă "Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн" ĕç — чăваш театрĕ тĕнчене килнине ĕнентерекен паллă.

Паян К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ — Атăл тăрăхĕнче çеç мар, Раççейĕпех ырă ята тивĕçнĕ паллă коллектив. Вăл — вун-вун фестиваль çĕнтерÿçи, Раççей Патшалăх, Чăваш Патшалăх премийĕсен икĕ хут лауреачĕ. Унăн сцени çинче СССР халăх артисчĕн ятне тивĕçнĕ артистсем ăсталăха туптанă. Вĕсем: Алексей Ургалкин, Борис Алексеев, Вера Кузьмина, Валерий Яковлев.

Чи аслисенчен пĕри

Пĕрремĕшсем — çул уçакансем. Вĕсене асра тытасси — пирĕн тивĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул вĕçĕнче чăвашсен пĕрремĕш профессионал театрне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тăвасси пирки Указ кăларчĕ. Унта 2017-2018 çулсенче асăннă пулăмпа çыхăннă уяв мероприятийĕсем ирттерме палăртнă тата ЧР Министрсен Кабинетне вĕсене хатĕрленсе ирттерме йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетме сĕннĕ.

Халĕ йĕркелÿ комитечĕ те, пурнăçламалли ĕçсен планĕ те пур. Унти тĕп тĕллевсем тата ытти ыйту тавра театрăн пултарулăх ертÿçипе, СССР халăх артисчĕпе Валерий Яковлевпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Валерий Николаевич, вырăс драматургийĕн классикĕ Александр Островский: "Наци театрĕ — наци пулса çитнин палли", — тенĕ. Пирĕн ун пек театр пур. Юбилее халалланă мероприятисен планĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Йĕркелÿ комитечĕн председателĕ — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина. Театр уявĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн уявĕ пултăр тесе тăрăшатпăр. Театр культурăн пысăк пĕр пайĕ, мĕншĕн тесен вăл пуринпе те — декораципе, скульптурăпа, тумпа, музыкăпа, сценографипе, хореографипе, ыттипе — çыхăннă. Çак мероприятие эпир коллектив вăйĕпе кăна та йĕркелеме пултаратпăр, пирĕн йыш пултаруллă, тăрăшуллă, анчах эпĕ урăхла шай пирки калатăп. Чăваш театрĕ — Атăл тăрăхĕнче кăна мар, Раççейри наци театрĕсен хушшинче аслисенчен, тутарсем хыççăн, иккĕмĕшĕ. Çакă та уява çÿллĕ шайра йĕркелеме хĕтĕртет пире.

— Тутар театрĕ авă хăйĕн 100 çулхи юбилейне ЮНЕСКО шайĕпе кĕрлеттерчĕ. Чикĕ леш енне те çитсе курчĕç вĕсем. Сирĕн тĕллевсем мĕнлерех?

— ЧР культура министрĕпе Константин Яковлевпа Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патĕнче пултăмăр, калаçу ăнлануллă иртрĕ. Михаил Васильевич эпир питĕ сăпайлă ыйтнине ăнланчĕ, пур енĕпе те пулăшма шантарчĕ. Уяв мероприятийĕсем икĕ çула тăсăлĕç.

Кăçалхи пысăк ĕçсенчен пĕри — кĕркунне пуçламăшĕнче Мускава çитсе килесси. Унта 2-3 спектакль илсе каясшăн. Çуллахи гастроль Тутарстанра иртĕ. Унта çĕнĕ автобуспа, патшалăх парнипе, çула тухасса шанатпăр.

Чăваш артисчĕсем çинчен ку таранччен кĕнеке çукчĕ. Театрăн пултарулăх канашĕнче комисси йĕркелерĕмĕр. 100 çулта хăш артиста е художнике, е режиссера шăпа театрпа çыхăнтарнă — унăн ятне тупса вулама пулĕ унта. Театр историне тĕпе хурса кино ÿкерттерме те тĕллев пур-ха. Шупашкарта театрсен музейне тăвас шухăш тахçанах çуралнăччĕ. Çĕнйĕркелÿ вăхăтĕнчи самана ăна пурнăçа кĕртме май памарĕ. Халĕ эпир хамăр театрăн музейне уçасшăн. Экскурсовочĕ те пулĕ унта, музейпе спектакль умĕн кăна мар, кирек хăш вăхăтра та паллашмалла тăвасшăн. Мероприятисен планĕнче — сăнÿкерчĕксен куравĕсем, буклетсемпе библиографи справочникĕсем, афишăсем хатĕрлесси те.

Чăваш театрĕн кунĕсене район центрĕсенче йĕркелени унта пурăнакансемшĕн питĕ усăллă пуласса шанатăп. Çак ĕçре пире вырăнти ертÿçĕсем пулăшаççех пулĕ тетĕп. Театра халалланă ăслăлăхпа практика конференцине Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче йĕркелĕпĕр.

Хаçатра çырнă

— Йăхташсем Мускавра кăна мар, Питĕрте те йышлă. Унта чăваш театрне мĕнле юратнине, хисепленине 2006 çулта хам курса ĕненнĕччĕ. Пĕр спектакле СССР халăх артисчĕ Кирилл Лавров пырса курнăччĕ. Нева çинчи хулана çула тухас теместĕр-им?

— Çурçĕрти Пальмирăна çитес çул çитсе килĕпĕр. Хусана кайсах çÿретпĕр-ха. Кăçал та тĕрĕк чĕлхипе калаçакансен "Наурус" фестивальне хутшăнăпăр. Юбилей çулĕнче вара унта — чăваш театрĕн сăпкине — ятарласа çитĕпĕр.

— Манăн вара, ыттисен те çаплах пулĕ тетĕп, театр сцени çинче сирĕн чи пирвайхи ĕçтешĕрсем лартнă "Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн" спектакле те пăхас килет...

— Вăл та пулĕ. Александр Островскин пьесипе Наталия Сергеева режиссер ĕçлет. Пĕрремĕшсем лартнă майсемпех усă курасшăн-ха. Вĕсем пьесăри ĕç-пуçа чăваш ялне çитернĕ. Спектакле хутшăнакан хĕрсемпе каччăсем хăйсене тăван килĕнчи пекех туйнă: савăт-сапи, тĕрленĕ алшăллипе çи-пуç, юрри-кĕвви — пĕтĕмпех чăваш йăлипе. Пĕтĕмпех пурнăçри пек.

Тепĕр виçĕ кунран "Казанское слово" хаçат çапла çырнă: "Спектакль çав тери ăнăçлă иртрĕ... Антракт вăхăтĕнче тата спектакль хыççăн халăхăн наци культури чĕрĕлме пуçлани çинчен тăван чĕлхепе сăмах каларĕç".

— 1920 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕ хыççăн Хусанти чăваш театрне Шупашкара куçарассипе çыхăннă ыйту тухнă. Çавна май тĕрлĕ чăрмавпа тĕл пулма тивнех ĕнтĕ çамрăк коллективăн?

— Чи малтанах труппа йĕркелемелле пулнă. Шупашкара унăн пĕр пайĕ çеç — И.С.Максимов-Кошкинский, С.П.Петров /Горский/, И.А.Шевле, К.М.Васильев, О.И.Ырсем, А.П.Платонов, У.Т.Тимофеева тата темиçе çын — килме пултарнă. Хăшĕсем Хусанта малалла вĕреннĕ е ытти сăлтава пула Шупашкара килеймен. Çийĕнчех çамрăксене шырама тивнĕ, çавна май унăн Шупашкарти малтанхи çулĕсенчи шайĕ Хусантинчен пĕчĕкрех пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Çапах театр ерипен вăй илме, аталанма пуçланă. 30-мĕш çулсенче театра талантлă çамрăксем — И.О.Молодов, Л.Ф.Семенов, Б.А.Алексеев, А.К.Ургалкин, Р.И.Ананьева, З.Г.Трофимова, М.П.Иванова, Е.В.Шорникова килнĕ. Г.В.Парне режиссер П.Осиповăн, Н.Погодинăн, Н.Айзманăн, И.Максимов-Кошкинскин пьесисене лартнă.

"Эпĕ — театр, театр — эпĕ"

— Кирек мĕнле йывăр пулсан та театр малаллах талпăннă, çĕнĕ вăйпа пуянланнă. Мускав, Питĕр театр институчĕсем чăваш студийĕсем уçнин пĕлтерĕшĕ мĕнре?

— Патшалăх ертÿçисене пысăк тав. Кадр хатĕрлес енĕпе май çитнĕ таран тăрăшнă. Акă вăрçă кĕрлесе иртнĕ хыççăн икĕ çултан театра ГИТИСри наци студийĕнче М.М.Тарханов класĕнче пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш профессионал актерсем — Виктор Родионов, Вера Кузьмина, Галина Мадеева, Петр Иванов, Николай Степанов, ыттисем — таврăннă. Телее, Вера Кузьминична паян та сцена çинче.

1961 çулта эпир, ГИТИСăн В.А.Орлов ертсе пынă студийĕнче ăс пухнăскерсем, — Нина Григорьева, Нина Яковлева, Николай Григорьев, Анна Кутузова, Нинелия Смородинова, Вячеслав Кудряшов, ыттисем — йыша хушăнтăмăр. Çакă та асрах-ха, ун чухне эпир пĕрремĕш курсра вĕренеттĕмĕр, пĕррехинче института КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Семен Ислюков ертсе пыракан ушкăн пырса тĕлпулу ирттерчĕ. Уявсенче кăштах укçан пулăшни те, тум çĕлетсе пани те, купăс туянса парнелени те пулнă. Виççĕмĕш курсра Петĕр Хусанкай кĕрсе тухрĕ, Шекспирăн "Ромеопа Джульеттине", тин çеç чăвашла куçарнăскере, вуларĕ. Çак ĕç пирĕн курсăн диплом спектаклĕ пулчĕ.

1972 çулта Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтĕнчен /ертÿçи А.И.Кацман/ хатĕрленĕ артистсем, ун хыççăн М.С.Щепкин ячĕллĕ театрăн аслă училищинчен виçĕ ушкăн килчĕç.

Чи кĕçĕннисем те пур театрта. Вĕсем — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче пĕлÿ илнĕскерсем. Пĕринчен тепри талантлă, каччăсем яштака та çÿллĕ. Çак вĕренÿ çулĕнче тепĕр ушкăн пухрăмăр.

— Эсир хăвăр та коллективра çур ĕмĕр ытла. Тата тĕрлĕ-тĕрлĕ сума тивĕçнĕ. Çакă хăвăрăн çеç мар, театрăн çитĕнĕвĕ те теме пултаратăр-и?

— Тăван театрта эпĕ 56 çул ĕçлетĕп, илемлĕх ертÿçинче — 38 çул. Ку тапхăр йĕр хăварнах пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен çак çулсенче театр тĕрлĕ фестивале хутшăнса лауреат пулса е тĕрлĕ номинацире çĕнтерсе таврăннă. Мана Пĕтĕм Раççейри наци премине — "Ылтăн маскăна" — пани те коллектив çитĕнĕвех. Эпĕ хама театр тулашĕнче туймастăп: эпĕ — театр, театр — эпĕ, çавăнпа манăн çитĕнÿ унăн çĕнтерĕвĕ те. Чылай вăхăт Раççей патшалăх премийĕн комиссийĕн членĕ пулнă май тĕрлĕ хулари театрсен ĕçĕсене тишкерме тиврĕ. Çавăнпа хамăрăн ĕçсене вĕсемпе танлаштаратăп та пĕр вăтанмасăрах: "Эпир кайрисем мар, эпир пултаратпăр", — теме хăю çитеретĕп. Хамăр кам пулнине тĕнчене пĕлтермеллех, каламаллах.

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.