Хама кăна шанатăп
«Атте тракторист пулнă. Механизаторсен шкулне пĕтерсен вĕсене, 25 çулти çамрăксене, аякри çĕрсене çерем уçма янă. Эпĕ вара хамăр тăрăхрах çерем çĕклерĕм. 10-15 çул сухаланмасăр выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕм», - çапларах пуçларĕ сăмахне Вăрнар районĕнчи Кивĕ СăрCелĕнче пурăнакан Валентин Павлов. Мухтанса калани мар, чăн сăмах. Вырăнти хуçалăх арканнă хыççăн Туçи Çармăс ялĕ таврашĕнче çĕр лаптăкĕ сахал мар пăрахăçа тухнă. Темиçе çул сухапуç витермен çĕре хытхура, мăян пусса илнĕ. Ку ÿкерчĕке пайăррăн сăнласа пани ытлашши, мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче унашкалли йĕри-таврахчĕ. Паян вара Валентин Павлов пек çынсен вăйĕпе çав хирсем илемленсе пыраççĕ, тырпулпа савăнтараççĕ, çĕршыва усă кÿреççĕ.
…В.Павлов хуçалăх территорийĕнчен ку тăрăхри çынсенчен пĕрремĕш хăйĕн тата мăшăрĕн пай çĕрĕсемпе уйрăлса тухнă. 2007 çулта хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркеленĕ. «Виçĕ гектар çурă çĕрпе ĕçлеме пуçларăм. Малтанхи çул пĕр пайне тырă акрăм, тепĕрне çĕрулми лартрăм. Комбайн та, техника та пулман. Пĕтĕм ĕçе кивĕ пĕр тракторпа пурнăçланă. Çынна никама та ĕçлеттермен. Яланах хама шаннă, паян та хама кăна шанса пурăнатăп», - хăй епле ĕçе пуçăннине аса илсе каласа кăтартрĕ Валентин Николаевич. Малалла вулас...
Комментари хушас