ХАЛСĂРЛĂХ АТАЛАНСАН

12 Юпа, 2016

Пирĕн кашнинех энерги саппасĕ пур. Çут çанталăкпа хутшăнни, ыйхă, канăвăн ытти мелĕсем ăна пуянлатма пулăшаççĕ. Анчах çын ялан ывăннине туйсан, ку çителĕклĕ çывăрнипе те иртмесен "астени" диагноз лартаççĕ. Çакна тата "вăрах ывăнчăклăх синдромĕ" теççĕ. Паллисем — вăй пĕтни, тимлĕх чакни, астуса юласси япăхни, ыйхă, аппетит пăсăлни. Кун пек чухне ӳсен-тăранпа сипленни лару-тăрăва йĕркене кĕртме пулăшать.

Эхинацея

Эхинацея шĕвекĕ — питĕ паха иммуномодулятор. Вăл хĕлле, стресс чухне, вăй-хал чаксан уйрăмах усăллă.

1 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, термоспа çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Кунăн пĕрремĕш çурринче апатсен хушшинче чей вырăнне ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Пылак тымар

Халăх медицининче пылак тымарпа /корень солодки/ халсăрлăх вăйлах палăрсан, депресси пуçлансан усă кураççĕ. Вăл юна тасатать, иммунитета вăйлатать.

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ тымара 1 стакан шыва ямалла, хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла, 10-15 минут вĕретмелле. Илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Асăрханăр: пылак тымар гормонсен шайлашăвне витĕм кӳме пултарать, çавăнпа шĕвекне арçынсен нумай вăхăт ĕçме юрамасть — ар хăвачĕ чакас хăрушлăх пур.

Хĕрлĕ клевер

Чечекĕн шĕвекĕ юн тымарĕсем чирлипе вăй-хал чаксан тонуса лайăх çĕклет. Вăл пуç ыратнине ирттерет, юн тымарĕсене тасатать, пуç мимине юн пырса тăрассине лайăхлатать /глаукомăн пуçламăш тапхăрĕнче куçа юн пырассине вăйлатать/, капиллярсене, чĕре мышцине çирĕплетет, юн тымарĕсене сарать, сывлăш пӳлĕнсен сывлава лайăхлатать.

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ клевер чечекĕпе курăкне /1:1/ çур литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Аçтăрхан мăйăрĕ

Вăл анеми чухне, эндокрин тытăмĕн чирĕсене пула халсăрлăх аталансан ырă витĕм кӳрет.

25 мăйăрăн шалти çурхахĕсене 70 процентлă çур стакан спирта ямалла, 21 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 30-шар тумлам ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Китай лимонникĕ

Лимонник çырлин спирт настойкипе вăй чаксан, организмăн тонусне пĕтĕмĕшле вăйлатма /уйрăмах йывăр чир, йывăр вăй-хал тата ăс-тăн ĕçĕ хыççăн/, юн пусăмĕ чаксан ĕçеççĕ.

Вĕтетнĕ чĕрĕ 100 грамм çырлана 70 процентлă çур литр спирта ямалла, тĕксĕм тĕслĕ кĕленчепе лайăх пăкăласа 14 талăка сивĕ вырăна лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут выç хырăмла е апат хыççăн 20-30-шар тумлам пĕр уйăх ĕçмелле.

Шута илме: çĕрлене хирĕç ĕçмелле мар, ыйхă вĕçме пултарать. Настойка хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухне, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе аптрасан, лăймака сий çинче эрози пулсан юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.