Халăхăн шăпа парнийĕ

14 Нарăс, 2018

2018 çул республикăри чăвашсемшĕн кăна мар, тĕнчери пĕтĕм йăхташшăн пĕлтерĕшлĕ пуласса шанатăп. Мĕншĕнни паллă: тăван халăха çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет.

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çутта кăларуçă пирки çапла каланă: «И.Я.Яковлев тĕттĕм хура чăваш халăхĕшĕн шăпа парнийĕ пулнă. Пĕр çын ĕмĕрĕ хушшинче вăл чăваш литература чĕлхине туса хунă тата литературăн кăткăс енĕн тĕслĕхĕсене пурнăçа кĕртнĕ, урăхла каласан славян халăхĕсем валли Кирилл тата Мефодий, германсемшĕн — Лютер, акăлчансемшĕн — Уйклиф, французсемшĕн Саси тунă ĕçсене пурнăçланă». Вăл çут тĕнчене килни пирĕншĕн, чăвашсемшĕн кăна мар, Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи мĕн пур халăхшăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ — Иван Яковлев наци шкулĕнче вĕрентмелли методикăна вĕсем валли, вун-вун халăх валли туса хатĕрленĕ.

2018 çул Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркелесе янăранпа 150 çул, тăван поэзи ахахĕ — К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми — пичетленсе тухнăранпа 110 çул çитнипе те паллă. Çак тата ытти пулăм чăваш халăхне, шăпа пÿрнипе вĕсем тĕрлĕ вырăнта пурăннине пăхмасăр, пĕр çĕре пĕтĕçтермелли хăйне майлă хушма вăй пулса тăраççĕ. Унпа пĕрлех халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕхне сыхласа упрама, наци культурипе чĕлхемĕре аталантарма, чăваш халăх историне тата та тарăнрах тĕпчеме ăнтăлма пулăшĕç. Глобализаци тапхăрĕнче çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Иван Яковлевăн Халалĕнче çакăн пек калани пур: «Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр. Çÿле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă. Чăн пысăк ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр». Çак сăмахсем çумне темех хушса калаймăн. Эпир çав пархатарлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсене яланах асра тытма, хамăрăн шухăш-кăмăлпа ĕçсене вĕсемпе виçсе пурнăçлама тивĕç. Пурнăçра пуш параппан çапса сăмахсене çилпе вĕçтерекен те сахал мар тĕл пулать. Ĕçе чăннипех чухласа, пĕлсе те тĕплĕ тăвакансем вара час-часах çитмеççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.