Халăх укçи пушшех шута юратать

4 Çĕртме, 2018

Кăçал республикăри нумай хваттерлĕ 252 çурта юсамалла — пĕтĕмпе 813,5 млн тенкĕлĕх. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура Капиталлă юсав фончĕн гендиректорĕ Олимпиада Епифанова пĕлтерчĕ.
Юсав ĕçĕсем 22,8 пин çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май парĕç. Олимпиада Ивановна палăртнă тăрăх, юсав ĕçĕсен пĕтĕм калăпăшĕн çурри çуртсен тăррисене улăштарассипе, çĕнетессипе çыхăннă. Ытти ăшă, шыв, канализаци пăрăхĕсене, электричество сечĕсене пырса тивет.
Чăрмавсăр мар. Саккассене вырнаçтарас тĕлĕшпе хăш-пĕр çĕрте аукционсене темиçе хут та ирттерме тивет — юсав ĕçĕсене кÿлĕнме хатĕр подрядчиксем çук-мĕн. Нумай хваттерлĕ 9 çурт тĕлĕшпе вара вĕсенче пурăнакансем малтан хăйсем юсава хирĕç пулнă иккен. Çуртсене авари пулма пултараканнисен шутне кĕртесшĕн — çавăнпа хирĕçленĕ. Чăн та, халь хăйсемех юсаттарасшăн — ыйту сирĕлнĕ. 14 çурта юсав программинчен кăларма тивнĕ. Вĕсенче маларах юсав ĕçĕсене пурнăçланă-мĕн. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла ыйтнине хуравланă май Олимпиада Епифанова ку енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тимлĕрех пулмалли пирки асăрхаттарчĕ — вĕсем çуртсене тĕплĕ тĕрĕслемесĕрех юсама сĕннĕ.
Строительство министрĕ Владимир Михайлов нумай хутлă çуртсенчи лифтсене улăштарас ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Ку ĕçе те халăх Капиталлă юсав фондне хывакан укçапа пурнăçлаççĕ. Халь Шупашкарти 4 çуртра çак ĕçе пурнăçлаççĕ. Виçĕ теçетке ытла çул ĕçлесе кивелнĕ лифтсем вара чăннипех нумай — пĕлтĕр çавнашкал 234 лифта шута илнĕ. Иртнĕ çул тата кăçал çине тăрса ĕçленĕ май çак цифра самай пĕчĕкленет, çапах улăштармалли тата 153 лифт юлать-ха.
 

Комментари хушас