Халăх писателĕн юлашки романĕ

7 Çу, 2014

Чăваш кĕнеке издательствин Культура çулталăкĕнчи илемлĕ литература ассортименчĕ тата тепĕр кăларăмпа пуянланчĕ. Чăваш халăх писателĕн Лаврентий Таллеровăн /1929-2013/ «Ыр-хаяр» романĕ кун çути курчĕ.

Çĕнĕ кĕнекене «Амук тесе чĕнетчĕç ăна» тата «Лаша каçанĕ» повеçсем, «Ушкăн-ушкăн аса илÿ» автобиографи очеркĕсем, «Ыр-хаяр» роман кĕнĕ.

Автобиографи очеркĕсенче халăх писателĕ ĕçтешĕсене, тус-юлташне, паллă çынсене аса илет, хăйĕн пурнăç çулне истори пулăмĕсемпе çыхăнтарса çырса кăтартать.

Кĕнеке вĕçĕнче Ю.М.Артемьев литературоведăн «Самана чăтлăхĕнче пытарăнакан чăнлăх» статйи пичетленнĕ. Унта автор Лаврентий Таллеровăн произведенийĕсене тишкерсе хаклать, вĕсене ытти çыравçăн ĕçĕсемпе танлаштарса хак парать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.