Хаксене сăлтавсăр ÿстермелле мар

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Енри потребительсен рынокĕнчи лару-тăрăва экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тишкернĕ. Вăл Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин прогнозĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулта Раççей Федерацийĕнче инфляци тĕллевлĕ кăтартуран /5%/ ÿсессе, 5,5-6% пуласса палăртнă.

Чăваш Енре прогноз тăрăх инфляци 5,8% шайĕнче пулмалла. Чăвашстат малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи I кварталта инфляци 2,7% танлашнă, ку 2013 çулхи çак тапхăртинчен 0,6% пысăкрах. Апат-çимĕç таварĕсен инфляцийĕ 5,2%, иртнĕ çул шайĕнчен 2,5% пысăкрах.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян çĕр-шывра таварсен дефицичĕ çуккине палăртнă, çавăнпа хăш-пĕр апат-çимĕç продуктне хаклатнин сăлтавĕсене тишкермелле, ку пулăма иртнĕ çулта республикăра япăх тухăçлă тыр пул пухса кĕртнипе çыхăнтармалла мар.

«Эпир пĕр пĕтĕм экономика анлăшĕнче пурăнатпăр, енчен те ял хуçалăх продукцийĕн пĕр-пĕр енĕпе регионта тухăç япăх тăк çак çимĕçсене кÿрсе килме май пур, кунта çивĕч ыйту тухса тăмалла мар. Пирĕн тĕп тĕллев - конкуренци валли, тавар ăна туса кăларакан патĕнчен ирĕккĕнех потребитель патне çиттĕр тесе условисем туса парасси, хаксене сăлтавсăр ÿстерес мар тесе тăрăшасси», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин ака уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕнĕ энергетика оборудованийĕ нефтьпе газ промышленноçĕ валли» темăпа Топливăпа энергетика комплексĕн энергетикĕсен пĕрлĕхĕн конференцийĕ пуласса пĕлтернĕ. Ун вăхăтĕнче тĕрлĕрен тематика лапамĕ ĕçлĕ, форум хăнисем Чăваш Республикин электротехника предприятийĕсен хăвачĕпе паллашма пултарĕç.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Татьяна Дроздова пĕлтернĕ тăрăх - РФ Правительствин йышăнăвĕпе 2014 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1% ÿсеççĕ, федераци çăмăллăхçисене уйăхсерен паракан тÿлевсем тата соцпакет хакĕ - 5%, ĕç пенсийĕсен страхлакан пайĕ нарăс уйăхĕнчи ÿсĕмрен 1,7% пысăкланаççĕ.

Çапла вара 2014 çулхи ака уйăхĕнчен пенсисем пур пенсионерăн та ÿсеççĕ.

Т.СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.