Т.СИДОРОВ

20 Кăрлач, 2015

Пурăнмалли çурт-йĕр нихçанхинчен те ытларах тунă

Январĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу иртнĕ.

Промышленноç комплексĕн 2014 çулхи ĕçĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă.

1 Ака, 2014

Хаксене сăлтавсăр ÿстермелле мар

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Енри потребительсен рынокĕнчи лару-тăрăва экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тишкернĕ. Вăл Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин прогнозĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулта Раççей Федерацийĕнче инфляци тĕллевлĕ кăтартуран /5%/ ÿсессе, 5,5-6% пуласса палăртнă.