Хаклă ентешĕмсем!

5 Çу, 2017

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!

Çĕр çинчи тăнăçлăха тата Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхне упраса хăвармашкăн чăмăртаннă совет халăхĕн хăюлăхĕ, пурнăçа шеллеменни, вĕсен чунĕсен çирĕплĕхĕ Раççейĕн паянхи çыннисемшĕн тата пулас ăрусемшĕн  паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ.

Планетăна фашизм сăнчăрĕнчен хăтарма пултарнă ветерансем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.

Çĕнтерĕве çывхартассишĕн фронтра пин-пин çын пуç хунă, тылра та кашнийĕ хăйĕн сумлă тӳпине хывнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар тăкнă. Мухтавлă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне  асра тытасси, чапа кăларасси тата историе суеçтерсе кăтартма хăтланнă пӳтсĕрле пулăмсене сиресси – пирĕн тивĕç.

Пире ирĕклĕ çĕршывра пурăнмашкăн таса тӳпе парнеленĕ, Тăван çĕршыв хăватне тата ентешĕмĕрсен ырлăхне тĕреклетмешкĕн çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантаракан ветерансем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр тата чĕререн тав тăватпăр.

Хаклă çыннăмăрсем, сывлăхăр çирĕп, пурнăçăр тулăх та хăтлă пултăр, чун хавалĕ тапса тăтăр! 

 

 Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. 

Комментари хушас