Хаçат — тăван пекех

18 Нарăс, 2017
Фаина ЛАЗАРЕВА, Элĕк район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан

Ăшă кăмăллă çак хаçат маншăн тус та, тăван та пулса тăчĕ — чуна çывăх кăларăма темиçе çул каяллах çырăнса илме пуçларăм та унтанпа çыхăнăва татмастăп. Анне пек ачашшăн, аппа пек çирĕппĕн, йăмăк пек çепĕççĕн калаçать вăл. Кирлĕ чухне тиркет, ăс пама та ÿркенмест, пулăшу алли те тăсать. Ахальтен мар “Чăваш хĕрарăмне” шанаççĕ çынсем. Вулакансен хаçат страницисенче кун çути куракан çырăвĕсем шăпах çакна çирĕплетеççĕ.

Хаçатăн черетлĕ номерне чăтайми кĕтетĕп. Чуншăн ытла та çывăх-çке вăл. Хам та чăваш тата хĕрарăм пулнă май чунпа кăна мар, ĕçпе çыхăннă самантсем те чылай асăрхатăп унта. Право хуралĕнче тăрăшнă май хам та хаçат валли статьясем çырсах тăратăп, чун ыратăвне вулаканпа пайлатăп. Юлашки вăхăтра çемье управçи те шуçлак çул çине тăма пуçлани питĕ пăшăрхантарать. Ирĕксĕрех хамăр ÿснĕ тапхăр аса килет.

Анне... Пуриншĕн те чи çутă сăнар та чи çывăх çын вăл. Ачашласа, тутлă çитерсе, хитре тăхăнтартса ÿстермен пире. Вăрлама та, усал ĕç тума та хăнăхтарман. Ĕçе вĕрентнĕ, йăлтах ĕç урлă воспитани панă. Тутлă çиес килет-и? Хитре тăхăнас килет-и? Лайăх вĕрен, тăрăшса ĕçле, çĕршыва юрăхлă çын пул... Çавăн пек вĕрентнĕ пире аннесем.

Паян та хĕрарăмсене аннесен çутă сăнарне упрама, вĕсем пире ырра вĕрентнине ăша хывма чĕнсе калас килет. Хаçат та шăпах çакна вĕрентет-çке: çемье вучахĕн ăшшине упрама, ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме, вĕсене çирĕп çунат пиллесе инçе вĕçтерме. Юратнă кăларăмпа пĕрле пурнăçа лайăхрах йĕркелеме тăрăшасчĕ. Йăлтах хамăртан килет-çке.

Хаклă «Чăваш хĕрарăмĕ», тусăм, тăванăм! Ĕмĕрÿ вăрăм, çулу такăр пултăр, йыш хушăнса-ÿссе кăна пытăр. Редакцире вăй хуракансене ăнăçу тата телей сунатăп!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.