Грипп, ОРВИ чирĕсем сарăлаççĕ

Паянхи канашлура республикăри грипп чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва тишкерсе хакларĕç.

Ĕç-пуç эпидеми шайне çитмен-ха, анчах грипп, ОРВИ чирĕсем ернисен шучĕ ÿссе пырать. Шкулсене хальлĕхе хупман, çапах Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Çĕмĕрлере пĕтĕмпе икĕ теçетке класа хупма тивнĕ.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская палăртнă тăрăх, чир ачасен Çĕнĕ çул каникулĕ хыççăн вăй илме пуçланă, чирлекенсен шучĕ çитес эрнере те ÿсĕ-ха. Паллах, сыхлăх мерисем кирлĕ. Çав шутра çынсем йышлăн хутшăнакан мероприятисене ирттерес енĕпе тăхтамалла.

Анчах ку Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва пырса тивмест: çитес шăматкун пурте йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухма пултараççĕ. Спорт министрĕ Михаил Богаратов каланă тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енре чупăва 63 пин çын хутшăннă, кăçал 65 пин пуласса шанаççĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ. riafan.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас