ГРИПП ЕРЕСРЕН СЫХЛАНĂР

18 Раштав, 2014

Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе апртакансен йышĕ ÿсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Çакна нихăçан та ан манăр.

Сăмах паян грипп пирки пулĕ. Вăл - вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах унăн çĕнĕ енĕпе тĕл пулатпăр. Инфекци çăлкуçĕ - чирлĕ çын, вăл аптраса ÿкнĕрен пуçласа 5-7 кун ыттисене грипп ертме пултарать. Тĕпрен илсен - сывлăш-тумлам мелĕпе. Йăла япалисем, теттесем, аялти кĕпе-йĕм, савăт-сапа урлă куçма пултарнине те асăрхаттараççĕ. Ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне сывлăша грипп вирусĕллĕ микропайсем сирпĕнсе тухаççĕ, 2-10 метр инçĕшне сарăлаççĕ. Сунасланă, ÿсĕрнĕ вăхăтра сăмса-çăвара салфеткăпа е алăпа хуплама, ыттисене хÿтĕлеме тăрăшмалла. Çакна та аса илтерер: чире ура çинчех ирттерекен пĕр çын 20 çынна вирус ертме пултарнине палăртаççĕ.

Грипăн инкубаци тапхăрĕ кĕске - 2-3 кун. Унăн пуçламăшĕнче ÿт-пÿ температури хăвăрт 39-40 градуса çити ÿсет, мышцăсем, куç улмисем, пуç ыратма тытăнаççĕ, вăй пĕтет, аппетит чакать, ыйхă пăсăлать. Грипп вирусĕ, тĕпрен илсен, çÿлти сывлав çулĕсене сиенлет, трахея, карланкă, бронхсем шыçаççĕ, çавăнпа типĕ ÿслĕк аптратать. Пыр та ыратма пултарать-ха, анчах ку грипп çумне бактери инфекцийĕ хушăннине пĕлтерет.

Грипп йывăрланман чухне температура 3-4 талăкран чакать, анчах вăйсăрлăх, ывăнчăклăх чылайччен сыхланса юлаççĕ-ха. Чире ура çинчех ирттернисен е кирлĕ пек сипленменнисен 7-8 кун хушшинче вăл тĕрлĕ пулăмпа /вируслă энцефалит, чĕре мышци, пÿре, пыршăлăх, ытти сиенленни/ йывăрланма пултарать. Час-часах бактери инфекцийĕсем - пневмони, конъюнктивит, гайморит, ытти - аталанаççĕ. Грипп сывлăхĕ çирĕп çынсене те шеллесе тăмасть-ха. Çапах та ку тĕлĕшпе ватă çынсем, вăрах чирсемпе /астма, диабет, чĕре чирĕсем/ аптракансем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем уйрăмах пысăк хăрушлăхра шутланаççĕ.

Чирлерĕрех пулсан мĕн тумалла? Килтен тухмасăр сипленни пысăк пĕлтерĕшлĕ.Чи тĕрĕс меслет - грипп паллисене вăйсăрлатни. Антибиотксем е сульфаниламид препарачĕсем ĕçмелле мар, вĕсем вируса нимĕнле витĕм те кÿмеççĕ. Сăмах май, антибиотик организма хÿтĕлекен усăллă микробсене вĕлерет. Грипп чухне антибиотик ĕçсен дисбактериоз пуçланма пултарать. Кирлĕ эмеле сывлăх мĕнлине палăртса тухтăр кăна çырса пама тивĕçлĕ!

Пысăк температурăна чакармалла-и? Вăл - грипăн кăна мар, ытти инфекци чирĕн палли те. Этем организмĕн хÿтлĕх реакцийĕ çапла палăрать. Çак мелпе вăл чирпе кĕрешет, сыхлăх хăватне ÿстерет. Пысăк температурăна кашниех хăйне евĕр чăтса ирттерет. Вăл 38,5 градуса çитсен кăна чакарма пуçламаллине палăртаççĕ. Анчах çакна çирĕплетсех калама çук, уйрăмах ачасем пирки, вĕсен температура ÿссе кайсан шăнăр хутлатма пултарать.

Паллах, чи лайăх меслет - профилактика. Витĕмлĕ хÿтлĕх мелĕсенчен пĕри - вакцинаци. Унри вирус организма грипп вирусне сарăлма тата клеткăсене сиенлеме чăрмантаракан антителасем туса кăларма хистет. Ку час-часах чире асăрхаттарма пулăшать. Çапах та ерсен грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăтăкăсланмасăр иртет.

Анчах эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, ноябрь-март уйăхĕсене лекет. Çавăнпа вакцинацие кĕркунне пуçламăшĕнче тата варринче ирттерни лайăхрах. Эпидеми пуçлансан тунă прививкăн витĕмĕ пачах çук пулма пултарать. Вакцинаци ыйтăвĕпе участок тухтăрĕ патне каймалла.

Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упрамалли ытти мел те пур. Чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Май килмест пулсан сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пÿлĕмсене тăтăшрах уçăлтармалла, урай çумалла, тусана нÿрĕ татăкпа шăлмалла.

Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин йÿçекĕ ĕçмелле. Рациона С витаминлă çимĕçсем - апельсин, йÿçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин, грейпфрут - кĕртмелле. Профилактика тĕллевĕпе апата кашни кун пĕр-икĕ шăл ыхра хушсан лайăх.

Пÿлĕмсенче вĕтĕ вакланă ыхраллă е суханлă турилккесем лартса тухни витĕмлĕ.

Организма çулталăк тăршшĕпех çирĕплетмелле. Çак ĕçе пуçăнма нихăçан та кая мар. Ку меслет организма грипп вирусĕ лекесрен чи вăйлă хÿтĕлекеннисенчен пĕри шутланать.

Елена ЕГОРОВА,

республикăн профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн тухтăрĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.