Г.Гречко, совет космонавчĕ, ученăй: «Манăн ĕмĕт - ют планетăрисемпе тĕл пуласси»
Георгий Гречко Королевпа ĕçленĕ, Гагаринпа пĕрле тренировкăсене çÿренĕ, космоса 3 хут вĕçнĕ, 2 хут рекордсмен пулнă /çав вăхăтра чи «ватă» космонавтсен йышне кĕнĕ/. 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ, çапах та çак ÿсĕмре те хастарлăхĕ чакмасть: кĕнеке çырать, лекцисем вулать... Унăн 4 ача, 7 мăнук. Физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕ, романтик çакна çирĕп ĕненет: чи тĕлĕнмелли малта-ха...
Тунгус метеоричĕн йĕрĕпе
- Георгий Михайлович, Тунгус тайгине ют планета карапĕ ÿксен унăн юлашкисене шырама командировкăна сире янă теççĕ, тĕрĕсех-и ку?
- Тунгус тайги мана нумай çул илĕртет. Королев патĕнче ĕçленĕ чухне мана кура юлташăмсем те Тунгус вăрттăнлăхĕпе кăсăкланса кайрĕç. Королев пире хăйĕн пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли фондĕнчен авиабилетсем туянма 500 тенкĕ пачĕ, вертолет, 2 салтак /рацисемпе/ уйăрттарчĕ. «Вырăна кайăр та веçех ăнланса илме тăрăшăр». Экспедицие эпир хамăрăн укçана хыврăмăр, ăслăлăх тĕлĕшпе кăсăклă тĕпчевсем ирттертĕмĕр. Темиçе пин проба илсе радиоактивлă зонăна тупрăмăр, йывăçсем ÿкнине тишкертĕмĕр... Карап пайĕсене тупаймасан та çакна ĕненетĕп: Тунгус çийĕн яланхи пек мар япала сирпĕннĕ. Малалла вулас...
/«Айболит»/.
Комментари хушас