Г.Гречко, совет космонавчĕ, ученăй: «Манăн ĕмĕт - ют планетăрисемпе тĕл пуласси»
Георгий Гречко Королевпа ĕçленĕ, Гагаринпа пĕрле тренировкăсене çÿренĕ, космоса 3 хут вĕçнĕ, 2 хут рекордсмен пулнă /çав вăхăтра чи «ватă» космонавтсен йышне кĕнĕ/. 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ, çапах та çак ÿсĕмре те хастарлăхĕ чакмасть: кĕнеке çырать, лекцисем вулать... Унăн 4 ача, 7 мăнук. Физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕ, романтик çакна çирĕп ĕненет: чи тĕлĕнмелли малта-ха...
Тунгус метеоричĕн йĕрĕпе
- Георгий Михайлович, Тунгус тайгине ют планета карапĕ ÿксен унăн юлашкисене шырама командировкăна сире янă теççĕ, тĕрĕсех-и ку?