Германире иртекен курава хутшăнĕ

16 Ака, 2015

Хальхи вăхăтра мода пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине асăрхатăн. Сăмахран, хĕрарăмсем ташă каçĕсене, хăнана çеç мар, лавккана та сăн-пите илем кĕртмесĕр, капăр çи-пуç тăхăнмасăр çÿремеççĕ. Çутçанталăкăн вăйлă çурри те модăпа килĕшÿллĕн тăхăнать. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, мода чул ĕмĕрĕнчех вăй илме пуçланă. Ун чухне чĕрчунсен шăлĕсенчен хатĕрленĕ алка-вăчăра, тиртен тунă юбка чылай тупнă. Çапах мода иртнĕ ĕмĕрте çын пурнăçне тĕпрен улăштарчĕ. Тум дизайнерĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ çи-пуç шухăшласа кăлараççĕ. Халĕ илемлĕ тумтир тăхăннипе çеç çырлахаймăн. Ун валли модăпа килĕшÿллĕ алка-вăчăра çакмалла, алла сумка тытмалла. Нумаях пулмасть Мускавра Мода эрни иртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк модельерсен «Точка RU» конкурсĕн финалĕ пулнă. Унта пирĕн ентеш те, хальхи вăхăтра Мускав патшалăх дизайнпа технологи университетĕнче ăс пухакан Дария Нагорнова, хутшăннă. Чăваш хĕрĕ çак конкурса епле майпа лекнине каласа кăтартма кăмăл турĕ.

Тĕп хулара çуралса ÿснĕ Дария ачаранпах ÿкерме кăмăлланă. Ÿнер шкулне çÿренĕскер тĕрлĕ çи-пуç шухăшласа кăларса ăна шурă хут çине ÿкернĕ. Дария тĕрлеме те вăхăт тупнă. Хĕрача модăпа çыхăннă конкурса хутшăнас ĕмĕтпе пурăннă. Анчах Шупашкарта унашкаллине ирттермеççĕ. Çавăнпа вăл ăслăлăх конференцийĕсене хăйĕн ĕçĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕпе çеç хутшăннă, унта малти вырăнсене йышăннă. 8-мĕш класра чухне вара хăйĕн умне Мускав патшалăх дизайнпа технологи университетне кĕме тĕллев лартнă.Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.