«Герб, ялав, гимн - пирĕн пуянлăх»

2 Нарăс, 2017

Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнĕ май кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки «Герб, ялав, гимн — пирĕн пуянлăх» республика пултарулăх конкурсĕ ирттерет.

Çак конкурс ачасемпе çамрăксене Чăваш Республикин патшалăх символĕсен историйĕпе кăсăклантарĕ; вĕсенче патриотлăх туйăмне йĕркелеме, тăван халăхпа çыхăннине ăнланма, çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантарма, республикăри культурăпа вĕренӳ учрежденийĕсен пĕрлехи ĕçне вăйлатма пулăшĕ.

Конкурса 7 çулти ачасенчен пуçласа 30 çулти çамрăксем таранах, библиотекарьсемпе педагогсем хутшăнма пултараççĕ.

Номинацисем:

— литература пултарулăхĕ;

— тĕпчев ĕçĕсем;

— библиотека мероприятийĕсен сценарийĕ;

— класс тулашĕнчи мероприятисен хатĕрлевĕ;

— мастер-классен хатĕрлевĕ.

Ĕçсене чăвашла е вырăсла çырма юрать.

Конкурс положенийĕпе тата заявкăсен формипе библиотекăн сайтĕнче, «Конкурссем» рубрикăра паллашма пултаратăр.

Ĕçсене кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ тата регистрацилеççĕ: 428027, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, д. 8а, отдел краеведческой и национальной литературы; «Герб, ялав, гимн — пирĕн пуянлăх» республика пултарулăх конкурсне тесе палăртмалла. Электрон почтăпа ăсатма та юрать: kray1@chuvrdub.ru.

Конкурс пĕтĕмлетĕвне библиотекăн тĕп сайтĕнче /chuvrdub.ru/ вырнаçтарăпăр. Çĕнтерӳçĕсене дипломсене электрон майпа ярса парăпăр. Чи лайăх ĕçсем республика кăларăмĕсенче пичетленĕç. Конкурса хутшăнакансем пурте çакна ĕнентерекен Сертификата, ертӳçисем вара Тав çырăвĕсене электрон майпа тивĕçĕç.

Телефонсем: 8/8352/52-37-22, 54-02-82, 8-961-345-21-55 /Татьяна Федоровна Захарова/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.