Генерал парнисемшĕн
19 Dec, 2016

 “Çĕнтерÿ кĕрешÿре туптанать”, — теççĕ. Çак каларăш спортсменсене уйрăмах çывăх. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта ирĕклĕ мелпе кĕрешекен арçынсем Раççей Геройĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

 Чăваш Ене яланхи пекех сумлă хăнасем: Раççей Геройĕсем Вячеслав Бочаров, Рафик Исханов, Николай Беляев, РФ спорт кĕрешĕвĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Джамбулат Тедеев килчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтан вĕсем Шупашкарти «Çĕнтерÿ» астăвăм комплексĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Çар Мухтавĕн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Çав кунах паттăрсем Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк спортсменсемпе тата кадетсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем яшсемпе хĕрсене паттăрлăхпа патриотизм пĕлтерĕшне уçса пачĕç, Тăван çĕршыва юратмаллине, йывăр вăхăтра хăюллă пулмаллине палăртрĕç. Çамрăксем те геройсенчен вĕсен ачалăхĕ, шкулта епле вĕренни çинчен ыйтса пĕлчĕç.

— Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă. Вăл пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерет, кулленхи пурнăçра малта пулма ăнтăлать. Хастар чĕреллисем çĕршыва хÿтĕлеççĕ, паттăррисем тĕрлĕ ăмăртура тупăшса тĕрекленеççĕ. Çитĕнекен ăру та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасса, кĕрешме яланах хатĕр пуласса шанатăп, — терĕ Раççей Геройĕ Николай Гаврилов спорт уявне пухăннисене саламласа.

Михаил Мамиашвили те спортсменсене ырă сăмахпа хавхалантарчĕ. “Кĕрешÿçĕсен юратнă ăмăр-тăвне кашнинчех çĕкленÿллĕ кăмăл- туйăмпа васкатăп. Патвар çынна мĕн ĕлĕкрен хисепленĕ. Чăваш çĕрĕ паллă спортсменсене, вăрçăпа ĕç паттăрĕсене сахал мар çитĕнтернĕ», — терĕ сумлă хăна.

2005 çултанпа ирттерекен турнира кăçал 10 регионтан килнĕ 100 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ ушкăнра медальсен 8 комплекчĕшĕн вăй виçрĕç. Чăваш Ен чысне 17 çултан аслăрах каччăсем хÿтĕлерĕç, ăмăртăвăн пьедесталĕ çине тĕрлĕ хулапа районти спорт шкулĕсенче вĕренекенсем хăпарчĕç. Чи сумлă наградăсене Вячеслав Ивановпа /61 кг/ Денис Семенов /125 кг/ çĕнсе илчĕç. Павел Питимиров, Алексей Еремеев, Сергей Игнатьев пухмача “кĕмĕлпе” пуянлатрĕç. Çамрăксем те хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Константин Батраков, Илназ Чемеров, Владислав Астаков, Алексей Романов, Александр Ульянов, Николай Шайдуков хăйсен виçисенче палăрчĕç.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Андрей МИХАЙЛОВ