- Чăвашла верси
- Русская версия
Гастроль, форум, фестиваль...
Юпа уйăхĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕшĕн чăнах та питĕ тухăçлă та кăсăклă иртрĕ-тĕр. Уйăх пуçламăшĕнче чăваш артисчĕсем Калмăк Республикинче гастрольте пулчĕç. Куракансене «Один дома» (Ирина Широбокова), «Собаки» (Константин Сергиенко, Станислав Васильев), «Суя пурнăç» (Маргарет Мэйо, Морис Эннекен), «Тăм тивнĕ чечексем» (Зинаида Долгова) спектакльсемпе паллаштарчĕç. Калмăксем пирĕн артистсен вылявне, ăсталăхне пысăка хурса хакланă.
Нумаях пулмасть вара Калмăк çĕрĕнчи Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн труппи пирĕн рес-публикăмăра килсе кайрĕ. Пĕчĕккисене те, çитĕннисене те тĕрлĕ спектакльпе савăнтарчĕ. Акă вĕсем: «Араш», «Сказки Белого Месяца», «Сердце матери». Пилĕк кун хушшинче Шупашкар кураканĕсене кăна мар, республикăри ытти хулари халăха те тĕлĕнтерме ĕлкĕрчĕç артистсем. Канаш, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене çитрĕç вĕсем.
«Сказки Белого Месяца» спектакльти ĕç-пуç çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче, çулсерен иртекен Цаган Сар (Шурă Уйăх) уявĕ вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Тĕп сăнар - юратнă ĕнине шырама тухнă арçын ача. Ку чăн-чăн çул çÿреве çаврăнать. Ача халăх юмахĕсенчи геройсемпе тĕл пулать, Цаган Сар праçникĕнче хăйне евĕрлĕ ташăсемпе вăйăсем курса, юрăсем итлесе киленет. Телее, маларах палăртнă тĕллеве пурнăçлатех арçын ача.
Спектакльти ĕç-пуçа куракансене те хутшăнтарни пушшех интереслĕ. Вĕсем калмăкла шутлама вĕренеççĕ, çавăнтах чĕр чунсемпе кайăксен ячĕсем икĕ чĕлхере еплерех янăранине илтсе танлаштарма пултараççĕ. Çитĕннисем валли лартнă спектакльсенче кĕлĕ тата юрату сăмахĕ-сене калмăкла калаççĕ. Вĕсем пуриншĕн те ăнланмалла-тăр. Мĕншĕн тесессĕн вăл е ку лару-тăрура кашниех мĕн каласси паллă.
«Араш» вара чăн-чăн реквием пек пулса тăрать. Пĕр çемье шăпи урлă мĕнпур калмăк халăхĕн трагедине кăтартма пултарнă кунта. 1943 çулхи хĕлле вĕсене Çĕпĕре ăсатнă, еплерех терт-нуша витĕр тухма тивнĕ кашниннех...
Çак кунсенчех Çамрăксен театрĕнче ача-пăча наци драматургийĕн лаборатори-форумĕ ĕçлерĕ. Ку проект «Раççей культури (2012-2018 çулсем)» программăпа килĕ- шÿллĕн Раççей Федерацийĕн Культура министерствин грантне тивĕçнĕ. Форум ертÿçи - паллă театр критикĕ, искусствоведени кандидачĕ Ирина Мягкова. Экспертсен йышĕнче Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Валерий Персиков режиссер, Сергей Фишер театр критикĕ пулнă. Мероприятие хутшăнакансенчен чылайăшĕ - Чăваш, Пушкăрт Республикисенчен, Екатеринбург, Мускав, Санкт-Петербург хулисенчен.
Пьесăсене вуланă çĕре Çамрăксен театрĕн артисчĕсем те хутшăннă. Хак панă, сÿтсе явнă хайлавсен шутĕнче: Светлана Лаптевăн «Небесные звонари» (Беларусь Республики), Михаил Сунталăн «Тăм чĕлхе», Виктория Дергачевăн «Снег», Алексей Альфонсăн «Çемье» (Чăваш Республики) пьесисем. Наци спектаклĕ-сен фестивальне Калмăк Республикинче Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕ хутшăнни пушшех те паха.
Асăннă мероприятисем артистсемшĕн те, çыравçăсемшĕн те, куракансемшĕн те усăллă пулни каламасăрах паллă. Пĕр-пĕ-рин опычĕпе паллашни, ăна ăша хывни малалла талпăнма, аталанма пулăшать-çке-ха. Çамрăксен театрĕ вара яланах пурнăçпа тан утать. Çак çул çинче ăна ăнăçу, çĕнĕ вăй-хал сунас килет.
Ольга ИВАНОВА.
Комментари хушас