Футбол вырăнне виртуаллă вăйă суйлаççĕ

Ачасем физкультура урокне юратни пирки никам та иккĕленмĕ пулĕ. Анчах пур чухне те апла мар-ха ку. Пĕрисем спортзала каймалла тесен унта пуринчен малтан вирхĕнеççĕ пулсан теприсем урока кĕрес мар тесе тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ иккен. Муркаш районĕнче пулнă хыççăн та асăрхарăм çакна.

«Мĕне кирлĕ мана спорт?»

Тойкилтĕ шкулĕнчи физкультура вĕрентекенĕ Сергей Яников кунта 1994 çултанпах ĕçлет. Чылай ачана спортпа туслаштарнă вăл, çавăнпа хăш ăру мĕнлерех пулнине те сăнама ĕлкĕрнĕ.

— Ачасем çулран-çул улшăнса пыни тÿрех паллă, — тет Сергей Модестович. — Хальхисем кахалрах пек туйăнаççĕ. Эпĕ кăна мар, ыттисем те палăртаççĕ çакна. Интернет, компьютер вĕсене тыткăна илет. Мечĕкрен шикленнĕ пек те туйăнаççĕ. Хăй тĕллĕн хатĕрленекеннисем сахал, унчченхисем спортра çитĕнÿ тăвас, çирĕп пулас тесе тăрăшатчĕç. «Мĕн тума кирлĕ мана спорт?» — тенине те илткелеттĕм хăшĕ-пĕринчен. Халĕ пур шкулта та ГТО /Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр/ нормисене пурнăçлаттараççĕ. Çакă мĕне кирлине ăнлантарсан туртăнкалама пуçларĕç-ха. Унта ылтăн паллă илекенсене университета вĕренме кĕнĕ чухне 10 балл хушса параççĕ-çке.

Тен, ача йышĕ сахалли те хавхаланăва кăштах сÿнтерет пулĕ. Тойкилтĕ шкулĕнче 9 класс таран кăна ăс пухаççĕ, вĕренекенсен шучĕ утмăла та çитеймест. Çавăнпа районти футбол вăййине хутшăнма арçын ача сахалрах. Юрать, тепĕр чухне хĕр ачасем командăна лекме талпăнаççĕ. Çапла Тойкилтĕ шкулĕ те район ăмăртăвĕсенче палăрать.

Спорта аталантарма кунта пур услови те çителĕклĕ, Тойкилтĕсене тепĕр чухне вăтам шкулсем те ăмсанаççĕ. Ача шучĕ сахалли çеç ура хурать. Çавăнпа ытларах çăмăл атлетикăпа ĕçленине палăртрĕ Сергей Модестович.

ГТО нормисене пурнăçлассине йăлана кĕртни физкультура вĕрентекенне питĕ савăнтарать. Ку вĕренÿ çулĕнче ачасенчен чылайăшĕ спортра хастартарах пулма сăмах панă. Халĕ ăмăртусене те хатĕрленме пуçланă-ха.

— Пĕлтĕр хăвăрт утас енĕпе секци ĕçлетчĕ пирĕн. Унта çÿрекенсем республика ăмăртăвне хутшăнса лайăх кăтартупа савăнтарчĕç. Шашка-шахматла, теннисла вылякансем те пур. Ачасем хăйсен сывлăхĕ пирки ытларах шутласан, телефон ăшне «путмасан» питĕ аван пулĕ, — терĕ Сергей Яников.

Кашни уйăхра — сывлăх кунĕ

Муркаш районĕнчи Чуманкасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Николай Семенов — «Шуçăм» Шкул республикин спорт министрĕ. Районти спорт ăмăртăвĕсенче тăтăшах çĕнтерекенскер çакна чăннипех те тивĕçлĕ. Пĕлтĕр сĕтелçи теннисĕ выляса районта иккĕмĕш вырăн йышăннă.

— Эпир волейбол енĕпе уйрăмах хастар, республика ăмăртăвĕсене те тухнă, — паллаштарчĕ вăл шкулти спорт пурнăçĕпе. — Ачасем мечĕкпе выляма ытларах юратаççĕ.

Коля пĕчĕк чухнех телевизорпа спортсменсене кăсăкланса сăнанă, вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ. Камран тĕслĕх илмелли те пур унăн. Ашшĕн шăллĕ, Леонид Семенов, шкулта спортсмен пулнă, кашни ăмăртура мала тухнă. Вăл 11-мĕш класран вĕренсе тухсан Чечня вăрçине тухса кайнă, шел, унтах пуç хунă. Ун ячĕпе Чуманкасси шкулĕнче çулсеренех район ăмăртăвĕ иртет.

Ку шкултан тухнă паллă спортсменсем: Вера Соколова, Валентина Егорова, Аверкий Васильев… Вĕсемпе мухтанаççĕ Чуманкассисем.

— Виçĕм çул пирĕн шкула Юрий Степанов килнĕччĕ, — малалла ăнлантарать Коля. — Вăл бадминтон вăййин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Аверкий Васильев тренер та час-часах килет, ăсталăх урокĕсем ирттерет. Çакнашкал тĕл пулусем пирĕншĕн питĕ усăллă.

Ачасем ялта пуçтарăнса футболла вылясси те йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çуллахи каникула сая яман вĕсем, хуларан килнĕ ачасене те вăййа хутшăнтарнă. Хăш чухне вара ытти ялсемпе калаçса татăлаççĕ те пĕр-пĕрин хушшинче турнир йĕркелеççĕ.

Çапах та кăлтăксем те пур иккен. Ачасем халĕ малтанхи пекех вылясшăн ăнтăлманнине асăрхарĕ Коля. Малалла вулас...

 

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.