Фронтра çапăçнă пикесем

8 Ака, 2015

Сирĕн умăрта - кивĕ сăнÿкерчĕк. Ăна 1993 çулхи март уйăхĕнче ÿкернĕ.

Комсомольски район пуçлăхĕсем, çар комиссариачĕ тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕ Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Каçал тăрăхĕнче пурăнакан фронтра пулнă хĕрарăмсен тĕлпулăвне ирттернĕччĕ. Вăрçă нуши-тертне самаях астивнисем пурте кăмăллă пулчĕç - пĕр-пĕринпе паллашрĕç, вăрçă çулĕсене аса илчĕç. «Çакăн пек тĕлпулăва пĕр 20-15 çул маларах ирттернĕ-тĕк мĕнле аван пулмаллаччĕ, - терĕç вĕсем, - ун чух эпир пурте чылай çамрăкрахчĕ, йышлăрахчĕ...» Тĕлпулура вĕсем 33-ччĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн районтан 7200 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 179-шĕ - хĕрсем, хĕрарăмсем. Ытларах комсомолкăсем пулнă. Пурне те тенĕ пекех темиçе уйăхлăха вĕренÿ чаçĕсене çар ĕçне хăнăхма янă. Специальноçне кура тĕрлĕ çар службине вырнаçтарнă. Пирĕн хĕрсем хушшинче çыхăну ĕçне тăвакансем ытларах пулнă. Нумай хĕр-салтак Мускава зенитчик, прожекторист, аэрозаградитель пулса хÿтĕленĕ. Вышкăсем çинче сăнавçă тивĕçне пурнăçланă. Вăрçăчченхи трактористкăсен ытларах юсав мастерскойĕнче тăрăшма тивнĕ: çапăçура стройран тухнă техникăна, хĕçпăшала юсаса çĕнĕрен кĕрешĕве кĕме хатĕрлемелле пулнă. Çул тăвакансем те, регулировщицăсем те сахал мар Каçал хĕрĕсем хушшинче. Тăшманпа малти линире çапăçакансем те пулнă. Фронта ăсатнисенчен пĕр пайне çар завочĕсене ĕçлеме янă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.