Фильм ÿкерме хавхалану кăна сахал

Республикăра çулленех çак вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал саккăрмĕш хут иртет вăл. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçиччен йĕркелÿçĕсем яланхи пекех массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Ытти çул кинофестиваль бюджечĕн пысăк пайне паллă артистсене тÿлеме тăкакланă. Кăçал сахал укçапах пысăк уяв йĕркелеме май тупнă. Кинофестивалĕн программа директорĕ, илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев фильмсене ытларах тишкерме ыйтрĕ - куракана тивĕçлĕ кинокартинăсем кăтартма тĕллев тытнине палăртрĕ вăл. Çак ĕçсенчен хăшĕ-пĕри ют çĕршывсенчи конкурссенче те мала тухнă.

Кăçалхи кинофестиваль «Старики» фильмпа уçăлчĕ. Пĕлтĕр Владимир Вобликов актер, режиссер Шупашкара тăтăш килекен Сергей Фетисовпа паллашнă. Унпа пĕрле çĕнĕ кинокартина сюжетне шыранă. Нумай фильмра ÿкерĕннĕ Сергей Фетисов пĕр спектакльти тĕп сăнар çинчен ытла та кăсăклă каласа кăтартнă ăна. Шăпах çакăнти ĕç-пуçа сăнлама палăртнă та режиссер. «Çын пурăнман яла пырса тухрăмăр. Чунра сивĕ. Çав пьесăна сцена çинче 5 çул вылянă. Кинокартина унран чылай уйрăлса тăрать», - сăмах илет Сергей Фетисов.

Ку фильмра виçĕ ватă шăпине кăтартнă. Хăтсăр вырăнта тĕпленнисем çинчен ачисем те маннă. Тивĕçлĕ канурисен хурланмалли те, савăнмалли те тупăнсах тăрать. Пурпĕрех ыррине кĕтме пăрахман вĕсем.

Çапах кино ÿкерме çăмăл-и? «Ĕçе пуçăнмашкăн тăван тăрăхри темиçе хут курнă пĕлĕшрен укçа ыйтрăм. Вăл хирĕçлемерĕ. Анчах çав нухрат икĕ эрнелĕхе çеç çитрĕ. Кайран унпа тепĕр хут çыхăнма тиврĕ. Укçаллăскер ку хутĕнче те пулăшрĕ», - чунне уçать Ярославльте çуралнă Владимир Вобликов.

Ăна Шупашкар çынни Юрий Иванов хăйĕн сценарине кăтартнă. Ун тăрăх çитес вăхăтрах фильм ÿкерме пуçласшăн. «Унта кама сăнланине сÿтсе явма иртерех-ха», - калаçăва татрĕ режиссер. Апла пулин те сценарист тĕнче тăрăх саланнă 3 çамрăкăн кун-çулĕпе паллаштарас кăмăлĕ пуррине пытармарĕ.

Пресс-конференцие хутшăннă хăнасем çĕршыври экономика кризисне пула хăш-пĕр тăрăхра кинофестиваль йĕркелейменшĕн пăшăрханса калаçрĕç. Телее, ку пире пырса тивмен. Паллă режиссерсем те, артистсем те республикăна вăхăтра килсе çитрĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Дмитрий Астраханпа тата кинофестивалĕн программа директорĕпе Сергей Лаврентьевпа курса калаçрĕ. Çитес вăхăтра Дмитрий Астрахан Вырăс драма театрĕн артисчĕсемпе спектакль хатĕрлес шухăшлă.

Сăмахсăрах...

Ытти çул конкурс фильмĕсене «Çеçпĕл» кинотеатра е Наци библиотекине курма çÿрекенччĕ. Кăçал çав ĕçсене куракансем жюри членĕсемпе пĕрле МТВ-центрăн кинозалĕнче те хак пачĕç.

СССР халăх артистки Вера Кузьмина çĕнĕ фильмпа паллашма килекенччĕ. Хальхинче те ăна курниех кăмăла çĕклерĕ. Вăл хăй те алă тытсах иртрĕ. «Кино курма юрататăп эпĕ», - терĕ меллĕ вырнаçса ларнă май.

«Çаплипех пĕр сăмах та каламарĕç-и?» - «Испытание» кино пуçланнăранпа 20-25 минут иртсен чавсипе тĕкет мана çĕнĕ пĕлĕш Наталья Таярова. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вĕрентнĕ, экскурсисем йĕркеленĕ. Ытти çул паллă артистсемпе те хутшăннă. Çулленхи кинофестиваль уншăн - пысăк уяв. «Çук», - хуравлатăп кĕскен. Çапла-çапла, Александр Котăн фильмне сăмахсăрах ăнланма пулать. Алексей Айхи кĕвви тăрăх сăнарсен кăмăлне палăртма ансат. Çакăншăн вăл чи лайăх композитор ята тивĕçнĕ. Ку фильма нумай конкурсра пысăк хак панă.

Тÿрех палăртам, экран сÿниччен залтан пĕр çын та тухмарĕ.

Çамрăк Динарăн ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Çакă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тинтерех пĕтнине çирĕплетет. Вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхир ĕç-пуç Казахстанра аталаннине сăнлать.

Мускав çамрăкĕ Максим Смирнов кино ÿкерекенсемпе пĕрле Семипалатинска килсе çитет. Çакăнта пĕрремĕш юратăвне Динарăна тĕл пулать вăл. Пĕр-пĕрне савакансем этемлĕх кун-çулне витĕм кÿрекен пулăм çывхарнине пĕлмеççĕ. 1953 çулта Семипалатинскра водород бомбине тĕрĕсленĕ. Чăнах, тĕнче пĕтсе килнĕнех туйăнать.

Çын куçĕнчен пытанаймăн

«Белая белая ночь» фильма, паллах, Рамиль Салахутдинов режиссер Питĕрте ÿкернĕ. Мускавран концерта килнĕ çамрăк йĕп пек çухалнă. Амăшĕ Вера Михайловна Игоре ун хыççăн ярать. Детектив нумай çынпа тĕл пулса калаçать. Тăнне çухатнă çамрăка больницăра шыраса тупать вăл. Хулан истори пайĕнче çĕнĕ çуртсем хăпартма тĕллев тытнă вăрă-хурах аллине ăнсăртран лекнĕ-мĕн лешĕ. Укçашăн хапсăнакансем каччăран хăпас çуккине çийĕнчех ăнланса илет Игорь. Анчах та инкеке лекнĕскерне пулăшас тĕллевпе тытăçăва хутшăннă детектива хăйне те полици ĕçченĕсем тытса каяççĕ. Çапах тĕрĕслĕхе ĕнентерме, кашни утăма сыхлакансенчен хăпма май тупать Игорь.

«Хăвăртрах чупту»

Чăваш режиссерĕсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллашмасăр кинофестиваль калăпăшне палăртма çук. Кăçал та наци киностудийĕсен илемлĕ фильмĕсене уйрăммăн пĕтĕмлетни пирки çырнăччĕ. ЧР электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕн кинозалĕнче пĕлтĕр те чăвашла темиçе кино кăтартнăччĕ. Халăх сахал пуçтарăннишĕн, артистсем те пулин килменнишĕн пăшăрханнăччĕ ун чухне.

Хальхинче Александр Степанов-Пăртта режиссер хăй те, кинора вылякансем те пынă. Çамрăксене чĕнни те килĕшрĕ. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ «Салтака качча каятăп» чăвашла фильма вĕçне çитиччен пăхмарĕ. Вырăссем пулчĕç-ши? Чăвашла калаçнине ăнланмарĕç-ши?

Çакăнта ял пурнăçĕ ал тупанĕ çинчи пекех тухса тăрать. Çуркунне пушшех çамрăксен юратас, мăшăр тупас килет. Света хăйĕн савнине хĕсметрен кĕтсе илет. Ăна кÿршĕ Якку та куç хывнă. Вăл хĕре салтакпа тĕл пултарасшăн мар. Юрать-ха Маруç Яккăва хăйĕн майлă çавăрать.

«Ваттисем ĕçлеççĕ, çамрăксем ĕçеççĕ», - кăмăлсăр калаçаççĕ ял хĕрарăмĕсем. Эх, телейлĕ малашлăх çинчен шухăшламалла та вĕсен. Арăмĕ упăшкине эрех ĕçме пăрахтарас тесе мĕн кăна хăтланмасть-ши тата? Хĕрарăм хуçалăха пĕччен туртса пынине кил хуçи асăрхамасть те тейĕн. Уншăн çаплипех кĕленчери хăватлă шĕвек нимрен хаклă. Пурпĕрех çав арçынсем хăçан та пулин эрех авăрĕнчен çăлăнса тухасса, ĕçе вырнаçасса шанас килет.

Ку фильма Канаш районĕнче икĕ кунра ÿкернĕ. Чăваш культурине çĕклеме тăрăшакана вылякан Светлана Савельева хăш-пĕр вăрттăнлăха уçрĕ. Кинора Яккун /Владимир Григорьев/ Маруçа /Венера Пайгильдина/ искусствăллă майпа сывлаттарма çăвартан сывлăш ямалла. «Çу уйăхĕнче çанталăк самаях сивĕччĕ. Купальник вĕççĕн юлнă Венера Пайгильдина шыв хĕррине тăсăлса выртрĕ. Владимир Григорьев темшĕн ĕçе пуçăнма тăхтать. «Шăнса кайрĕ вĕт. Хăвăртрах чупту», - кăшкăртăмăр ăна», - каласа парать Светлана Рюриковна. Чĕрĕлекен çут çанталăк илемĕпе киленме май килнишĕн хĕпĕртенĕ вĕсем.

Артистсем Канаш районне 2 хут мар, чылай ытларах та кайса килме пултарнă паллах. Анчах укçа уйăрмасан пĕр вĕçĕм çула тухайăн-и? Вĕсем ахаль те кашни тенке перекетлеме тăрăшни куçкĕрет. Акă, тĕслĕхрен, тĕп сăнарсен çемйи Виталий Сергеевăн ялти çуртне йышăннă.

«Эпир хамăра Иоаким Максимов-Кошкинский, Тани Юн тăсĕмĕсем тесе шухăшлатпăр. Вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр.

Эпир ÿкерекен фильмсенче ытларах чухне театр артисчĕсем выляççĕ. Вĕсен - хăйсен чĕлхи. Çапах кино чĕлхипе калаçнине курас килет.

Кинофестиваль вăхăтĕнче наци киностудийĕсен ĕçĕсемпе паллашма май килни пирĕншĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Эпир хамăра вĕсемпе танлаштаратпăр, пирĕнтен мĕн чухлĕ маларах иртнине палăртатпăр.

Пирĕн кино хавхалану çинче тытăнса тăрать. Ытти çĕрте урăхларах лару-тăру», - терĕ республикăри кинематографи пĕрлешĕвĕн ертÿçи Олег Цыпленков. Чăнах, укçа ыйтăвĕ çивĕч.

Студентсен пурнăçĕ

Владимир Синяевăн «Куратор» фильмĕ куççуль кăларчĕ. Ку - унăн пиллĕкмĕш ĕçĕ. 2011 çулта «Билеты с неба» пĕрремĕш фильм ÿкерме пуçласан аллинчи кинокамера чĕтренине пытармарĕ режиссер.

Вăл Улатăрта çуралнă. 2009 çулта Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче ĕçлеме пуçланă. Шăпах çакăнти студентсене ÿкерме пуçланă та вĕрентекен. Вĕсем артист ăсталăхне ăша хывман.

Курав залне пуçтарăннисем çак ĕçе çамрăксене кăтартмалли пирки сăмах пуçарчĕç.

Сталин çинчен

Сергей Незговоров режиссер, сценарист, продюсер «Сталин на Вычегде. Перерождение революционера», «Там, где хочется жить» документ фильмĕсем илсе килнĕ.

1909-1910 çулсенче Иосиф Сталин /Джугашвили/ Сольвычегодск хулинче ссылкăра пулнă. Кино ÿкерекенпе историксем çак вăхăт унăн пурнăçне мĕнле витĕм кÿнине тĕпчеççĕ.

Архангельск облаçĕнчи ялсенчи çынсен кун-çулĕ те кăсăклă. Вĕсем вăрман ĕçĕпе пурăнаççĕ, культурăна аталантараççĕ, ачисене тĕрĕс воспитани пама тăрăшаççĕ. Пуçлăхсем çамрăксене ялтах хăварасшăн. Çавăнпах вĕсем валли тивĕçлĕ условисем туса параççĕ. Унти халăх хăнасене хапăллине палăртсах каларĕ режиссер.

Сергей Незговоровпа «Солдаты» кинофильмра палăрнă Павел Галич актер туслă. «Сталин на Вычегде. Перерождение революционера» документ фильмне, сăмахран, иккĕшĕ канашласа ÿкернĕ. Çĕнĕ ĕçсемпе паллаштарма та пĕрлех килчĕç вĕсем.

«Театрта вылянине, кинора ÿкерĕннине пĕлетпĕр-ха. Çапах та кала-ха, мĕн ĕçлесе пурăнатăн эсĕ?» - ыйтаççĕ манран пĕлĕшсем. Актер профессийĕ тĕп ĕç пулнине йышăнасшăн мар вĕсем», - сăмах илчĕ актерсен династине тăсакан Павел Галич. Часах ăна тĕп каналсемпе çавăрттаракан фильмсенче курма май килĕ.

Кинофестиваль программине ачасем валли ÿкернĕ юмахсем, ăсталăх класĕсем, тĕлпулусем пуянлатрĕç. Йăлана кĕнĕ кино каçĕнче Любовь Орловăна тата Григорий Александрова аса илчĕç. Аслă Çĕнтерĕве халалланă кинокартинăсем куракансен кăмăлне кайни иккĕлентермест. Çак эрнере Шупашкар çыннисене кăна мар, Етĕрне, Пăрачкав, Красноармейски районĕсенче пурăнакансене те тĕрлĕ фильм курма май туса панине ырламалла.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитес номерте паллаштарăпăр.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.