Фильм - террора хирĕç
Терроризм - этемлĕх умне тухса тăнă чи пысăк хăрушлăхсенчен пĕри. Террористсем - камсем вĕсем, тĕллевĕсем мĕнлерех/ Пусмăр идеологийĕн тыткăнне камсем лекеççĕ - ислам мĕне вĕрентет/ Террорăн хăрушă вăрçинчен пире кам хÿтĕлĕ/
Эксклюзивлă интервьюсем, политиксен, психологсен, экспертсен, террористсемпе кĕрешекенсен подразделенисен ветеранĕсен, тĕн çыннисен шухăшĕсем, ятарлă службăсен оперативлă ÿкерĕвĕсем - çаксене пĕтĕмпех Владимир Машков хутшăннипе ÿкернĕ документлă фильмсен 12 сериллĕ ярăмĕнче пăхăр. Вăл ноябрĕн 17-28-мĕшĕсенче куллен 23 сехет те 30 минутра «Раççей 24» телеканалпа экран çине тухĕ.
Д.ВОЛКОВ.
Комментари хушас