Фиалка "шыва кĕрет"

1 Çурла, 2014

Хăш-пĕр чечекçĕ фиалкăна пачах та шывпа пĕрĕхме, çулçисене тасатма юрамасть тесе шухăшлать пулĕ. Анчах та çулçăсене тасатмасассăн унăн тĕклемес кăшăркка çулçи тусанпа витĕнет, чечек лайăх сывлайманнипе чирлеме пултарать. Çавăнпа фиалкăна "шыва кĕртни" пачах та сиенлĕ мар, усси вара куç кĕретех тесе шухăшлатăп. Чечеке çапла "чÿхеме" сĕнетĕп.

  • Куршака çулçисене хăварса полиэтилен хутпа хуплăр, шыв папка-çулçă тухакан вырăна ан лектĕр. Куршака тайăнтарса çулçăсене вăйлах мар юхакан ăшă шыв айне тытăр.
  • Çунă хыççăн фиалкăна çăмăллăн силлесе шыв тумламĕсенчен хăтарăр, çулçăсене салфеткăпа типĕтĕр.
  • "Шыва кĕртнĕ" хыççăн чечеке ăшă çĕре, çил тата хĕвел пайăрки лекмен вырăна, лартăр.

Фиалкăна шăрăх вăхăтра кашни эрнерех чÿхеме юрать. Сивĕрех вăхăтра уйăхне пĕр хутчен çитет. Эсир усă куракан шыв хытă пулсан шыва вĕретсе сивĕтсен лайăхрах.

Чечеке "шыва кĕртме" пуç­ланине часах курса ĕненетĕр. Вăл паркаланĕ, йышлă чечекĕпе савăнтарĕ.

Марина МАЛЮТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.