Федерацин амăшĕн капиталĕн программине улшăнусем кĕртнĕ

12 Пуш, 2020

РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче сĕннине тĕпе хурса кăçалтан федерацин амăшĕн /çемье/ капиталĕн программине улшăнусем кĕртеççĕ.

Çакна çирĕплетекен саккуна пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталне илме ирĕк пуррисен йышĕ анлăланать, патшалăх пулăшăвĕн виçи ÿсет, программа вăйра тăракан вăхăт тăсăлать, амăшĕн капиталĕпе усă курмалли çĕнĕ майсем пулаççĕ. Кун пирки паян РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех вăл пресс-конференци вăхăтĕнче республикăри, районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Амăшĕн капиталĕн программи Чвăаш Енре мĕнле аталанса пырать? Пĕрремĕш ача çуралсан, иккĕмĕшĕ çут тĕнчене килсен çемьене патшалăх миçе тенкĕ парать? Çак тата ытти ыйту хуравне «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче тупма май пулĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас