«Эткер» центрĕнче çут çанталăк тусĕсем уява пухăннă

Иртсе кайнă Экологи кунне халалласа шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕнче республика шайĕнчи уяв пулнă. Мероприятие Пĕтĕм Раççейри социаллă тата вĕрентÿ «Шкул çулне çитмен ачасем — çут çанталăк тусĕсем», «Çут çанталăк тусĕсем», «Çут çанталăкăн çамрăк хуралçисем» проектсене пĕтĕмлетнĕ май йĕркеленĕ.

Уява «Шкул çулне çитмен ачасен чи лайăх кĕтесĕ» конкурсăн çĕнтерÿçисем илем кÿнĕ. Вĕсен шутĕнче Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ тата Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсем, Етĕрнери «Сывлăм» ача сачĕ. «Ватă юман юмахĕсем» экологи конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă «Вăрман робинзонĕсем» команда юмах лартнă.

Унтан экологи уявне хутшăнакансем «Çут çанталăк патĕнче хăнара» квест-вăйă вылянă. «Çут çанталăк шăрши», «Мишукри кушак», «Открытка пуçтар», «Халăх сăнавĕсем», «Мана пĕл», «Экологи калейдоскопĕ» станцисенче тупăшнă.

 

Валентина ФЕДОРОВА. Etker.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас