Экологи пĕлĕвне ÿстермешкĕн

24 Çурла, 2018

Çĕршыври 40 пине яхăн вĕрентекен Пĕтĕм Раççейри экологи проектне хутшăнать. «Экокласс» шкул ачисен экологи пĕлĕвне ÿстерме тивĕç. Уроксене вара çĕршывăмăр мĕн пур регионĕнче пурăнакан 2 миллиона яхăн ача хутшăннă.

Экологи урокне ирттермешкĕн вĕрентекенĕн экокласс.рф сайтра регистрациленмелле, тÿлевсĕр методика материалĕсемпе паллашмалла. Унта — анимациллĕ курăну, вăйă заданийĕсем, текстпа видеогид. Хальлĕхе порталра 20 урокпа паллашма май пур. Вĕсенче шыва перекетлес, каяшсене уйăрса пухас, вăрмана упрас ыйтусене çĕкленĕ. Материалсене профессиллĕ педагогсем, методистсем, биологсемпе экологсем хатĕрлеççĕ.

Асăнар, экокласс.рф портала 2016 çулта ЭКА юхăм пуçарнă. Унти уроксене çут çанталăк тусĕсемпе волонтерсем те ирттерееççĕ. Кăçал портал «Чи лайăх экоучителе» палăртĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас