Етĕрнесем сĕте шыв хушаççĕ-и?

14 Ака, 2015

Чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци специалисчĕсем пахалăха «Лактан-4» тата «Лактан-1-4М» приборсемпе тĕрĕслеççĕ. Апрелĕн 8-мĕшĕ тĕлне 2980 килти хуçалăхран пухнă сĕтрен 770 тĕслĕх илнĕ. 49-шĕ /6,4%/ продукцие шыв янине çирĕплетнĕ. Ытти лайăх пахалăхлă.

- Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕн справкине сĕт пуçтаракансене паратпăр, - пĕлтерчĕ станци ертÿçин заместителĕ Галина Яковлева. - Вĕсем документпа килти хуçалăхсене паллаштараççĕ. Пахалăх начар-тăк лайăхлатма ыйтаççĕ, шыв хушакансене е пĕррелĕхе асăрхаттараççĕ, е сĕтне туянмаççĕ. Хăшпĕр килти хуçалăх продукцирен тĕслĕх илтересшĕн мар е пахалăх начарри палăрсан пирĕн специалистсене ÿпкелет.

Тĕпчевĕн пысăкрах пайне хальлĕхе Етĕрнери лабораторире графикпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Ветспециалистсем ял тăрăхĕсенче пуçтарнă сĕте пĕчĕк савăтсене - фанфурик кĕленчисене - тултараççĕ те кунта илсе килеççĕ. Ытти хăшпĕр районта та вĕсемпех усă кураççĕ. Ял-хулара сапаланса выртакан пушă кĕленчесене ветспециалистсем ĕçе кĕртнине ырламалла çеç. Приборпа усă курма вĕренсе çитнĕ.

- Вăл кăткăс мар, - терĕ Г.Яковлева. - Килти хуçалăхсен сĕтне виççĕмĕш хут тĕрĕслетпĕр. Пĕрçырланпа Мăн Чураш ял тăрăхĕсенчен тĕслĕх чи нумай илсе килеççĕ.

Эпĕ учреждени ĕç-хĕлĕпе паллашнă кун станцин Асламас уйрăмĕн заведующийĕпе санитар-ветеринарĕ Валентина тата Надежда Зубковăсем 54 тĕслĕхе «Лактан-4» тата «Лактан-1-4М» приборсемпе тишкерчĕç, 3 килти хуçалăхра сĕте шыв хушнине пĕлчĕç.

Кунта тĕслĕхсем кÿрессине Татьяна Осипова ветврач йĕркелесе тăрать. Вĕсене учреждени лабораторине графикпа килĕшÿллĕн çитереççĕ. Пĕрçырлан ял тăрăхĕнче ĕне усракан йышлă.

- Çавăнпа приборсене унта парса яма тытăнтăмăр, - терĕ Г.Яковлева. - Килти хуçалăхсенне тĕрĕслеме пуçласан ветспециалистсен ĕç самаях хушăнчĕ, анчах шалу ÿсмерĕ, учреждени тăкакĕ нумайланчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.