Етĕрнесем малаллах ăнтăлаççĕ

10 Нарăс, 2015

ЧР Пуçлăхĕ пĕлтĕр ялхуçалăх ĕçченĕсен Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче иртнĕ канашлăвĕнче экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче ÿсĕм тунă район-хулан пуçлăхĕсене çеç кăçалхи суйлав кĕрешĕвне кĕрсе çĕнтерме ырă сунассине систерчĕ. Кăçал вĕсен ĕçне лайăхрах та хакласси куçкĕрет. Етĕрне районĕ 2014 çула мĕнле вĕçленĕ-ха?

Ыйтăвăн хуравне тупас тесе статистика цифрисене тишкертĕм. Уççи-хуппине уçăмлатма вĕсем пулăшрĕç. 2013 çулхипе танлаштарсан консолидациленĕ бюджетăн тупăшсен пайне - 101,7% /пĕлтĕрхи кашни кăтартăва виçĕмçулхипе танлаштарăпăр/, тăкаксен пайне 98,6% пурнăçланă. Налукран пухакан тата налукран тытман тупăш пĕлтĕр - 3,5%, 2014 çулта 2011 çулхипе танлаштарсан 17,9% ытларах илнĕ. Çак цифрăсем хыснана укçа маларахри çулхинчен нумайрах пухассишĕн ăнтăлнине çирĕплетеççĕ. Унта кĕмĕл чылай пырса кĕтĕр тесе ЧР тата РФ субсидине куçарса парассине кĕтни çеç çителĕксĕр, кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕнче харпăр хăй вăйĕпе нухрат пĕлтĕрхи-виçĕмçулхинчен нумайрах ĕçлесе илмелле. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.