Етĕрнери спирт завочĕ продукци кăларать

16 Утă, 2017

Çичĕ çул ĕçсĕр ларнă хыççăн Етĕрнери спирт завочĕ продукци кăларма тытăннă. Лару-тăрупа республика Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин вырăна тухса паллашнă хыççăн кăмăллă юлнă. 

Заводăн гендиректорĕ Андрей Егоров Чăваш Енĕн телевиденийĕпе радиокомпанийĕнчи ĕçтешĕмĕрсемпе калаçнă чух лицензи илессипе йывăрлăх пулнине аса илнĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хута янă производство чăхăмланине те вăл пытарман. Ĕçсĕр темиçе çул ларнă оборудование çĕнĕрен йĕркелесе яма тивнĕ.  Паян завод продукцие çĕнĕ йышши кĕленчесене тултарать. Рецепчĕсене малтанхисенех хăварнă.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас