Эсир «Тантăш», «Тетте», «Самант» çырăнма манман-и?

16 Юпа, 2014

Тусăмăрсем, шутлă кун хăвăрт иртет тенине сирĕнтен кашни пĕлет. Çырăнтару та майĕпен вĕçленсе пырать.

«Тантăш» хаçатпа «Тетте», «Самант» журналсем сирĕн чи шанчăклă та çывăх тусăрсем, сĕнÿ-канашпа пулăшакансем, ырра вĕрентекенсем пулнине тÿрех туйса илĕр те юрать çырăнтăмăр-ха тесе хăвăра мухтаса та пĕтереймĕр ак!

Çитĕннисем хăйсен ачисене, мăнукĕсене хаçат-журналсăр хăвармасса шанатпăр.

 

Çырăнтару хакĕсем:

«Тантăш» - 274 тенкĕ те 8 пус,

«Тетте» - 143 тенкĕ те 52 пус,

«Самант» - 181 тенкĕ те 2 пус.

Çынна мĕн паха? Сывлăх пит паха!

Чуна мĕн паха? Хаçат-журнал пит паха!

 

 

Рубрика: