«Эсир халăхшăн ĕçлетĕр» ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсене çапла хак пачĕ

19 Кăрлач, 2016

Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç.

- Çак кунсенче чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине паллă тăватпăр, - терĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов. - «Хыпар» чăваш журналистикине никĕсленĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕ паян çăмăл мар тапхăра чăтса ирттерет. Апла пулин те медиахолдинг ертÿçисем çивĕч ыйтусене татса парса малалла ăнтăлассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ.

Пĕлтĕр республика пурнăçĕ тĕрлĕ ĕçсемпе палăрса тăчĕ. РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев, Раççей тата Мускав Патриархĕ Кирилл пирĕн пата килсе курчĕç, çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионачĕ, ЧР Пуçлăхĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕсем иртрĕç. МИХсем васкавлăн ĕçлесе, çав мероприятисене йĕркеленĕ пĕрремĕш çынсемпе калаçса пурин çинчен те халăха вăхăтра пĕлтерчĕç.

- Çĕнĕ медиаресурссем хăватлă технологисен ĕмĕрĕнче пичет кăларăмĕсене майĕпен хыçа хăвараççĕ текенсем пур, - отраслĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне тишкерсе палăртрĕ министр. - Республикăра пурăнакансем, уйрăмах çамрăксем Интернет кăларăмĕсене кăмăллаççĕ. Вĕсемпе тупăшма хаçатсене çăмăлах мар . Çапах та вулакансенчен нумайăшĕ пичет кăларăмĕсем патнех туртăнать. Çакна кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарнин кăтартăвĕ çирĕплетрĕ: республикăн тата районсен хăшпĕр кăларăмĕ тиража çулталăк каяллахинчен ÿстерчĕ.

Александр Степанович ÿсĕмпе лăпланмалла маррине, пичет кăларăмĕсене кăсăклăрах тумаллине, вĕсен пахалăхне ÿстермеллине, Интернет уçлăхĕнче вырăн тупассишĕн нумай ĕçлемеллине палăртрĕ.

Вăл çавăн пекех пресса влаçпа обществăна çыхăнтарса тăнине, журналистсен çакна манма ирĕк çуккине, вĕсем çынсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пултарнине палăртрĕ. Çавăнпа кăларăмсенче критика материалĕсене те кун çути памалла, журналистсен тавлашуллă вăл е ку пăтăрмахсем çинчен çырма хăрамалла мар терĕ. Обществăри чăрмавсене пĕтермелли çулсене тупас тĕллевпе кăларăмсенче çивĕч ыйтусене сÿтсе явассине йĕркелеме сĕнчĕ.

- Чăваш журналистикине никĕсленĕ Николай Никольский 110 çул каяллах: «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ», - тенĕ. XXI ĕмĕрте çак чĕнĕве упраса хăварасси - пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Информацие халăх патне вăхăтра тата об<ективлă çитересси, республика пурнăçĕпе уйрăм çын çинчен çынсем мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тăвасси журналистăн професси ăсталăхĕнчен, яваплăхĕн, шалти культуринчен нумай килет. Раççейри, Чăваш Енри общество-политика лару-тăрăвне хÿтĕлес ĕçре ку саманта шута илмесĕр май çук. Мĕншĕн тесен тĕнчери хутшăнусем ансат мар. Çĕршывра тăнăçлăх яланах пултăр тесен пирĕн сирĕнпе алла-аллăн тытăнса утмалла.

М.Игнатьев МИХсем пĕлтерекен хăшпĕр информаципе влаç органĕсене ертсе пырас, саккунсене улшăнусем кĕртес ĕçре усă курнине, 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май журналистсем обществăна ырă кÿрессе шаннине пĕлтерчĕ.

Уява хутшăнакансене çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, Патшалăх Канашĕн Социаллă пурнăçпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата ыттисем саламларĕç, пурнăçпа тан утма сатурлăх сунчĕç.

Уявра наградăсем те нумай пулчĕç. Çак йышра пирĕн ĕçтешсем те пур: калăплав операторĕ Ольга Романова ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне, «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ Николай Коновалов Дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ.

ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ Валерий Комиссаров Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăçпа вĕренÿ пайĕн редакторне Ирина Ивановăна тата «Советская Чувашия» хаçат корреспондентне Леонид Никитина, Николай Никольский ячĕллĕ премие «Хыпар» Издательство çурчĕн «Самант» журналĕн редакторне Владимир Степанова, Леонид Ильин ячĕллĕ премие Чăвашсельхознадзор уп­равленийĕн пресс-секретарьне Надежда Васильевăна парса чысларĕ. Саламлатпăр!

Юрий МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН

сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.