«Эпир сахаллăн, анчах тельняшкăпа»

13 Чÿк, 2014

«Эпир сахаллăн, анчах тельняшкăпа», - теççĕ хăшĕ-пĕрисем пĕчĕк йышпах курăмлă ĕç тума пултарасса шантарса. Хĕрлĕ Чутай районĕн- чи Штанаш шкулĕн-че вĕренекенсем те çапла калассăнах туйăнать. Пĕлÿ çурчĕ пĕчĕкех те мар пек. Илемĕ те хăйне евĕр. Çак шкул хупăнма пултарасса ниепле те ĕненес килмест.

Ача шучĕ çулсерен сахалланса пыни вĕрентекенсене питех те пăшăрхантарать. Ку шкулта пурĕ вăтăра яхăн ача çеç. Апла пулсан та вĕсем пур çĕрте те хастар, маттур, пултаруллă. «Тантăш» хаçатпа, «Тетте», «Самант» журналсемпе тахçанах туслăскерсем паян та юратнă кăларăмĕ-семпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Штанаш шкулĕнче хăнара пулнă май хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсемпе Алеша Яшмейкинпа, Стасик Манинпа, Диана Майоровăпа, Таня Устиновăпа тата ыттисемпе те паллашрăмăр. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен Галина Вячеславовна Зотовăпа чăваш чĕлхине вĕрентекен Сергей Борисович Майоров пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Галина Вячеславовна - темиçе кĕнеке авторĕ. Калавсем, юмахсем çыраканскер çак ĕçре çитĕнÿ чылай тунă. Халĕ ачасене те ку ăсталăха явăçтарать. Çамрăксенче çырас туртăма аталантарма, литературăна юратма вĕрентет вăл. Галина Вячеславовнăн вĕренекенĕсенчен пĕри, пирĕн хастар автор - Алеша Яшмейкин. Унăн хайлавĕсем хаçатра тăтăшах пичетленнине вулакансем асăрханă ĕнтĕ. «Тантăш» страницисенче хăйĕн пултарулăхне курсан кашнинчех хавхаланать çамрăк автор.

- Хамăн хайлавсене хаçатра курсан питĕ савăнатăп, нумайрах çырас кăмăл çуралать, - тет Алеша. - Çывăх вăхăтра тата темиçе сăвă ярса парас шухăшлă-ха эпĕ.

Юратнă хаçатне ăна амăшĕ çырăнса парать. Ара, унта интереслĕ статьясем, вуласа пĕлмелли нумай-çке.

- Эпĕ «Тантăша» хам та кăсăклансах вулатăп, - тет Алешăн амăшĕ Тамара Ивановна кăмăллăн. - Ывăлăн хайлавĕсене курсан вара пушшех хĕпĕртетĕп.

Çак кун Илья Степанович Клочков паллă фотокорреспондент та тĕлпулăва килчĕ. Вăл сăн ÿкерме юратакансене çак ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ.

- Енчен эсир фотоăста пулма ĕмĕтленетĕр тĕк çак правилăсене пăхăнăр, - терĕ вăл. - Чи кирли - хуть те ăçта каятăр пулсан та яланах пĕрле фотоаппарат илĕр.

Ачасем ăна тимлĕн итлерĕç, ыйтусем парса кăсăкланчĕç.

«Хыпар» Издательство çурчĕ ирттернĕ «Çамрăк корреспондентсен слетне» килсе кайнине вара хавхаланса аса илеççĕ «Тантăш» тусĕсем. Вĕсем малашне те юратнă кăларăмĕсене çырăнса илме, унта тăтăшах çыру çырма сăмах пачĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.