Эпир мĕнрен кая?
Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, мухтавлă çыннисем, ку чухнехи иртсе пыракан шавлă ĕç çеммиллĕ кунĕсем... Мĕнле пурăнать-ха вăл, мĕнпе сывлать? Ялсен пурнăçĕ çинчен «Хыпарта» вуласах пыратпăр, çыннисемпе пĕрле савăнатпăр. Тăван ен пирки шухăша путатпăр.
Чылай ял хăйĕн çуралнă кунне палăртма вăй çитерет. Çуралнă тăван кĕтес кун-çулне пĕлмеллех пирĕн. Йăли-йĕркине аталантармалла, çитĕнекен ăрăва паллаштармалла-вĕрентмелле. Вĕсем ăна та, ял культурине те ан манччăр, пуянлатма-çĕнетме тăрăшчăр. Çакă вара эпир паян вĕсемпе епле ĕçленинчен нумай килет.
Ку таранччен ял уявне ирттермен-ха. Пĕр шухăшласан шиклентерет те, ара, мероприяти валли укçа-тенкĕ тупма, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче халăха пуçтарма çăмăл мар. Анчах Шаккăл ял тăрăхĕпе пĕрле вăй çитерсе ăна ирттересех терĕмĕр: эпир мĕнрен кая? Пултараймастпăр-и? Вячеслав Михайлов ентешĕмĕр спонсор пулма килĕшрĕ.
Шăмат кун, çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче, кивĕ клуб çывăхĕнчи лапама халăх йышлă пухăнчĕ. Хыпарне малтанах пĕлтернĕрен çынсем турткаланса тăмарĕç - килĕшрĕç. Сĕтел-пукан таврашне хăйсемех хатĕрленĕ.
11 сехетре спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Анатолий Ефимов, Василий Николаев, Владимир Гаврилов, Василий Егоров хавхалантарнипе пĕр ушкăн шашкăлла выляса мала тухассишĕн тупăшрĕ. Тепĕр ушкăн хăйĕн пултарулăхне дартс вăййинче тĕрĕслерĕ. Кĕске сăнна тĕл ывăтассипе Кристина Михайловăпа тусĕсем палăрчĕç.
Волейболла выляма та кăмăллаççĕ çамрăксем. Кунта командăсем пĕр-пĕрне кÿрентерес темерĕç: туслăх çĕнтерчĕ тесе йышăнчĕç.
14 сехетре районти культура çуртĕнчен хĕрарăмсен «Ентешсем» ансамблĕ тата «Форсаж» ташă ушкăнĕ килсе çитрĕ. Хăнасен пултарулăхĕ куракансене чунтан килĕшрĕ. Уйрăмах баян тата хут купăс калакан Владимир Стеклов, вăл Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ăсталăхĕ тыткăнларĕ.
Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Степанов сăмах каласа ял çыннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Ветерансен канашĕн председателĕ Геннадий Белов Кивĕ Ахпÿрт епле пуçланса кайни çинчен каласа кăтартрĕ.
Вăйă çĕнтерÿçисене, праçник ирттерме хастар хутшăннисене, юбилярсене Тав хучĕпе, Хисеп грамотипе, хаклă парнепе чысларĕç.
Юлашкинчен пурте кĕрекене вырнаçрĕç, техĕмлĕ шÿрпе ас тиврĕç.
Юрă-ташăсăр уяв епле ирттĕр? Халăх чылайччен савăнчĕ. Çамрăксем дискотекăра киленчĕç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА,
культура çурчĕн директорĕ.
Канаш районĕ
Светлана Иванова
сăн ÿкерчĕкĕсем