Татьяна ВАСИЛЬЕВА

20 Нарăс, 2015

Пĕр кадрпах çыннăн кăмăлне кăтартать...

Викторпа Елена Баймяшкинсен çемйи чăмăртаннăранпа - 20 çул. Ку мăшăр илем тĕнчинче пурăнать тесен те йăнăшмастпăр: Виктор - ăста фотограф, Елена - паллă ÿнерçĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнет вĕсен. Питĕ туслă çемье. Тăтăшах пĕрле вăйлă юхăмлă шывсем çине ишме çÿреççĕ е пĕр-пĕр экскурсие тухса каяççĕ.

26 Çурла, 2014

Эпир мĕнрен кая?

Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, мухтавлă çыннисем, ку чухнехи иртсе пыракан шавлă ĕç çеммиллĕ кунĕсем... Мĕнле пурăнать-ха вăл, мĕнпе сывлать? Ялсен пурнăçĕ çинчен «Хыпарта» вуласах пыратпăр, çыннисемпе пĕрле савăнатпăр. Тăван ен пирки шухăша путатпăр.

Чылай ял хăйĕн çуралнă кунне палăртма вăй çитерет. Çуралнă тăван кĕтес кун-çулне пĕлмеллех пирĕн. Йăли-йĕркине аталантармалла, çитĕнекен ăрăва паллаштармалла-вĕрентмелле. Вĕсем ăна та, ял культурине те ан манччăр, пуянлатма-çĕнетме тăрăшчăр. Çакă вара эпир паян вĕсемпе епле ĕçленинчен нумай килет.