Ĕпхÿри истори палăкне усламçă шучĕпе юсаççĕ

Ĕпхÿри П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн шăпи чылайăшне пăшăрхантарать. Вăл хупăнма пултарасси шăв-шав çĕклерĕ. Халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çĕнĕрен ĕçлеме пуçлĕ-ши вăл?

Вырсарни шкулĕн ертÿçи Иван Тарасов профессор ăнлантарнă тăрăх - çурта Марат Хафизов предпринимателе 25 çуллăха тара панă. Усламçă аукционра çĕнтерни паллă. Вăл лотăн пуçламăш хакне икĕ хут ÿстернĕ. XIX ĕмĕр палăкне юсамашкăн 50 миллион тенке яхăн кирлĕ. Аукцион условийĕ тăрăх, юсав ĕçĕсене икĕ çулта вĕçлемелле. Хăй вăхăтĕнче çакăнта земство управленийĕ, уес училищи, вĕренÿ тĕрлĕ заведенийĕ вырнаçнă.

Ĕпхÿ хулин администрацийĕ çурта 2015 çулхи Пĕтĕм тĕнчери саммит тĕлне усламçăсен шучĕпе юсаса çĕнетес тĕллевпе сутнине палăртса хăварас килет. Кайран унпа çăмăллатнă йĕркепе усă курма май килĕ. Урăхла каласан, предпринимателĕн арендăри 1 тăваткал метршăн 1 тенкĕ çеç тÿлемелле пулĕ.

- Эпир хальччен 700 ытла тăваткал метр лаптăкпа усă курнă. Реконструкци хыççăн пĕрремĕш хутри 187 тăваткал метра чăваш вырсарни шкулне пама йышăннă. Кĕркунне çĕнĕрен ĕçлеме пуçлăпăр, - терĕ Иван Григорьевич.

Унсăр пуçне çак çуртрах офиссем, суту-илÿ вырăнĕсем уçăлĕç.

Аса илтеретĕп, Ĕпхÿри вырсарни шкулĕ 1992 çулта уçăлнă. Кăçалхи ака уйăхĕччен çакăнта пĕлÿ илнисем 50 ытла Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ачасемпе çамрăксем - тĕнче шайĕнчи конкурссен лауреачĕсем. Тăван чĕлхене аталантарма тÿпе хывнăшăн 2010 çулта шкул Ĕпхÿ администраци пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.