Ентешĕсем ăна манмаççĕ

9 Юпа, 2015

Чăваш АССР халăх артисчĕ Игнатий Молодов çуралнăранпа кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче 110 çул çитет. Вăл Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕк /халĕ Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялне кĕрет/ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çак ятпа Елчĕкри культура керменĕнче хаваслă уяв иртнĕ. Культура ĕçченĕсем куракансене Игнатий Осиповичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех СССР халăх учителĕ Петр Чернов паллă артист пирки асаилнĕ. Уявра Анатолий Тимофеевпа Людмила Молодова пухса хатĕрленĕ «О театре и о себе»» кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Сăмах май, Анатолий Артемьевич кăçал виçĕ кĕнеке кăларнă.

Игнатий Осипович Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 30 çула яхăн ĕçленĕ. Çавна май асăннă театр артисчĕсем Елчĕксене Петр Осиповăн «Икĕ каччăн пĕр шухăш» пьесипе савăнтарнă.

Валентина МАКСИМОВА.

Рубрика: