Энĕшпуçсем кашни кун стадиона васкаççĕ
Хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнисен йышĕнче - 244 çын
Пĕр ял вун-вун спортсмена çитĕнтернине ĕненме те йывăр, çапах ку чăнлăх. Вырăнти тавра пĕлÿçĕн, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн Иван Криковăн 2006 çулта кун çути курнă "Шоркистры спортивные" кĕнеки те çак шухăша çирĕплетет. Сăмах - Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕ çинчен.
Вĕсем - ял мухтавĕ
Энĕшпуç тăрăхĕ пултаруллă спортсменсемпе пуян. Вĕсен йышĕнче - РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Светлана Захарова, çурма марафон енĕпе çĕр-шыв суперкубокĕн çĕнтерÿçи, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Валерий Федотов, Пĕтĕм тĕнчери "Çурçĕр уявĕ" ăмăртун кĕмĕл призерĕ Николай Никифоров, Европа тата тĕнче чемпионĕ, СССР спорт мастерĕ Валерий Сергеев, Мускав чемпионĕ, пушарпа прикладной спорт ăсти Геннадий Михайлов, биатлон енĕпе РФ ШĔМ чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ Валерий Дмитриев, çарпа флот спартакиадин призерĕ Сергей Николаев боксер, нумай енлĕ кĕрешÿ енĕпе спорт мастерĕ Сергей Сергеев... Спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланисем - 15 çын, физкультура вĕрентекенĕсем - 40 яхăн. Пĕтĕмĕшле илсен хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнисен списокĕнче - 244 çын.
Цифрăсем, чăннипех, тĕлĕнтереççĕ. Çакнашкал пуянлăхпа хăш ял тăрăхĕ мухтанма пултарать-ши - калама йывăр. Çÿлерех асăннă ятсем кĕнекене кĕнисем, спортпа туслисен списокĕ тата та вăрăмрах: çемьесем, ветерансем, çамрăксем... Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Иванов та спортсăр пурăнаймасть. Çемйипе районти вун-вун ăмăртăва хутшăннă вĕсем, пĕрре мар парнепе таврăннă. Йĕлтĕрпе е çуран чупма уйрăмах кăмăллаканскер паян ял е район чысне тĕрлĕ турнирта хÿтĕлет. Акă нумаях пулмасть вăл районти ытти ертÿçĕпе пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен спартакиадинче мини-футбол ăмăртăвĕнче чи сумлă наградăна çĕнсе илнĕ.
Олег Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх - вырăнти стадион ял çамрăкĕсемшĕн чи юратнă вырăн. "Ялта клуб çукки - пирĕншĕн питĕ çивĕч ыйту. Çав вăхăтрах çак пулăмăн лайăх енĕ те пур: яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пушă вăхăтне стадионта ирттерет. Унта вĕсем футболла, волейболла, хоккейла выляççĕ", - терĕ вăл. Калаçу вăхăтĕнчех мана тепĕр вăрттăнлăх та пĕлтерчĕ: Сочире иртнĕ Олимп вăййисем хавхалантарнипе çĕнĕ сезонта конькипе чупакансен ăмăртăвне пуçарасшăн. Тĕрĕссипе, ку тăрăхра турнирсем уйрăмах хĕлле иртеççĕ. Республика йĕлтĕрçисем çулсерен /кăçалхипе 14-мĕш хут/ Энĕшпуçа СССР спорт мастерĕсене Юрийпе Геннадий Ивановсене асăнса йĕркелекен ăмăртăва пуçтарăнаççĕ. Автомобильпе туслисен тупăшăвĕ те ку тăрăхра иртет. Çавăн пекех районти пулăçăсен турнирне тата тĕрлĕ уявра ăмăртусем ирттересси йăлана кĕнĕ.
Пĕрремĕш утăмсем
Ку тăрăхра спорт юхăмĕ вăй илни Петр Афанасьевăн /1923-2004/ ячĕпе çыхăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтак фронтран таврăнсан хăйĕн пурнăçне шкул ĕçĕпе çыхăнтарать, пулас ăрăва физкультурăпа тата спортпа туслашма вĕрентет. Анчах вăрçă хыççăнхи тапхăрта шкул ачисене "пустуй ĕçе" явăçтарма çăмăл пулман. "Ун чухне çамрăксем физкультура урокне çÿресшĕн те марччĕ. Çавăнпа вĕсене спорта юратма хăнăхтарас енĕпе нумай вăй хума тиврĕ. Шкулти малтанхи ăмăртăва 290 ачаран 20-шĕ çеç тухрĕ, пур пĕр тупăшу иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларăмăр, çакă хĕтĕртрех пулĕ ыттисене тепĕр турнира хутшăнма. Ăмăртусене хутшăнакансен йышĕ çултан çул ÿсрĕ, халĕ унта 150 яхăн ача вăй виçет", - тенĕ вĕрентекен хаçат корреспондентне 1971 çулта /А.Хованскин "Спорт - пирĕн тус" кĕнекерен/. Петр Афанасьевич тăрăшнипех ялта физкультура коллективĕ йĕркеленнĕ, ăна вăл хăех ертсе пынă. Малтанхи вăхăтра ушкăнра темиçе çын кăна пулнă, каярах физкультурăпа спорта кăмăллакансем йышланнă.
Пултаруллă учитель шкулта вĕренекенсен спартакиадине пуçарса янă, пĕр-пĕр уяв ячĕпе ăмăртусем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Совет Союзне туса хунăранпа 50 çул çитнине халалланă ăмăрту уйрăмах чаплă пулнă. 180 пионер тăватă дистанцире мала тухассишĕн тупăшнă, çавăн чухнех ялти чи пултаруллă спортсменсем палăрнă. Уроксене ăмăрту евĕр йĕркелени, чи маттуррисене хавхалантарни тата ытти тĕрлĕ мелпе илĕртни ялти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа турнирсенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума хавхалантарнă. Унăн чылай вĕренекенĕ спорт çулĕ çине тăнă, физкультура учителĕн профессине суйласа илнĕ. Вĕсенчен чи паллисем - СССР спорт мастерĕсем Юрийпе Геннадий Ивановсем. В.Федоровпа Г.Ильин йĕлтĕрçĕсем, Г.Михайлов пушарник, В.Сергеев биатлонçă, В.Кириллов атлет, В.Смолин тата ыттисем Петр Афанасьевич çунатти айĕнчен тухнă.
Çутă çăлтăр пек ялкăшаççĕ
Энĕшпуçсем пултаруллă марафонçăпа, çĕр-шыв чысне Олимп вăййисенче икĕ хут /2004, 2008çç./ хÿтĕленĕ Светлана Захаровăпа питĕ мухтанаççĕ. Атайкассинче çуралса ÿснĕскер Энĕшпуçри вăтам шкулта вĕреннĕ, спортри пĕрремĕш утăмĕсене Энĕш шывĕ пуçланакан ялта тунă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ - физкультура вĕрентекен Геннадий Исаев. "Светлана 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех вăйлă чупатчĕ, çавăнпа ăна хамăр районти Пысăк Енккасси ялĕнче иртнĕ республика ăмăртăвне илсе кайрăм. Унта вăл 500 метрлă дистанцире 3-мĕш тухма пултарчĕ. Çак тапхăртан пуçласа вăл Чăваш Енри пысăк турнирсене хутшăнма пуçларĕ, ял спортсменĕсен тупăшăвĕнче чи вăйлисен йышĕнчеччĕ", - иртнине кăмăллăн аса илчĕ учитель. Геннадий Николаевич палăртнă тăрăх - Светлана Захарова ача чухнех хастар та хăюллă пулнă, çĕнтерÿ патне ăнтăлнă. Анчах пултаруллă спортсменка йĕлтĕрпе чупма юратман иккен.
Марафонçă хăй вăхăтĕнче чылай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Вăл - Чăваш Ен чемпионки тата рекордсменки, çамрăксен хушшинче иртнĕ Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи /1994/, тĕнче чемпионачĕн тата кубокĕн призерĕ /2001, 2003/. Берлинта, Лондонра, Бостонра, Чикагора иртнĕ пĕтĕм тĕнчери марафонсене темиçе хут хутшăннă, икĕ ăмăртура çĕнтернĕ. Тĕрлĕ çулта Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен çăмăл атлетика ăмăртăвĕнче тата çар хĕрарăмĕсен тĕнче чемпионатĕнче чи пысăк наградăсем çĕнсе илнĕ. Паллă спортсменка халĕ те ентешĕсене хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Нумаях пулмасть шалти служба майорĕ, МЧС тытăмĕнче ĕçлекенскер, полицейскисемпе пушарнăйсен Европа вăййисенчен çĕнтерÿпе таврăннă. Брюссельте иртнĕ ăмăртура вăл тăватă ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Спортсменка Европа вăййисене иккĕмĕш хут хутшăннă, тăватă çул каялла Андоррăра иртнĕ турнирта та МЧС ĕçченĕ пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине виçĕ хут хăпарнă.
"Энĕшпуç ялĕн ят-сумне Светлана Захарова пек çÿле çĕклеме пултаракан спортсменсем курайăпăр-ши?" - кăсăклантăм эпĕ. "Шкулта вĕренекен тата кунта пĕлÿ илнĕ, халĕ Олимп резервĕсен училищисенче ăсталăха туптакан çамрăк та сахал мар. Владик Иванов, Аня Сергеева, Лия Каюкова, Женя Сергеев пире спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Шанăç кÿрекенни вара - Екатерина Ерастова. Кĕске дистанцисене чупас тата тăршшĕне сикес енĕпе чылай ăмăртура палăрнă пикен малашлăхĕ пурах", - терĕ Геннадий Исаев. Ас туса юлăр. Тен, чăнах та, çывăх вăхăтра унăн ячĕпе тÿпере çутă çăлтăр ялкăшĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ