Ĕне выльăх самăртни тупăш кÿрет
Çĕршывра юлашки 20 çулта сĕт паракан ĕне йышĕ самаях чакнă. Какайлăх мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ хушăнман.
Раççейре аш çитмест. Ăна чикĕ леш енчен сахал мар кÿрсе килеççĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви вырăнта ытларах туса илес тĕллевпе 2008 çулта ятарлă программа йышăннă. Юлашки пилĕк çулта унпа килĕшÿллĕн отрасле аталантарма федераци тата регионсенчи бюджетсенчен 23,4 млрд тенкĕ уйăрнă. Кĕтĕве 1 млн пуç ытла хушнă.
Ыйтăва татса пама таса ăратлă ашлăх выльăх ĕрчетмелле. Çак тĕллеве çĕршыври 305 хуçалăх пурнăçлать. Ытларах калмăксенне, казахсен шурă пуçлине тата герефорд ятлине çитĕнтереççĕ. Юлашки 5 çулта ашлăх хăвăрт çитĕнекен ăратлă йыш 1,6 хут хушăннă, 150 пин пуçа çитнĕ. Апла пулин те вăл çителĕксĕр. Пĕлтĕр чикĕ леш енчен 80 пин пуç туяннă.
Мăйракаллă шултра выльăх хăвăрт ĕрчетме чи малтан отрасле инвестици хывмалла, суту-илÿ рынокне, логистика инфратытăмне туса хумалла, квалификациллĕ специалистсем хатĕрлемелле. Хăш-пĕр пысăк проектра американсем ăнăçлăрах ĕçленинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Пирĕнпе юнашар «ковбойсем» пулни пĕр енчен лайăх — пуян опыт илме май пур.
Патшалăх 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарма йышăннă программăра ашлăх выльăх çитĕнтерме федераци бюджетĕнчен 65,4 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Инвестици кредичĕсемпе татăлас вăхăта 15 çула çити тăснă. Патшалăхăн тĕллевлĕ пулăшăвĕпе кĕтÿ 2020 çул тĕлне 3,6 млн пуçа çит-мелле. Пысăк пахалăхлă аш мĕн пур калăпăшра 24 процентран кая пулмалла мар.
РФ Правительствин 2012 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнчи «2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталан-тармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесе тăмалли пат-шалăх программи çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «2012-2016 çулсенче Чăваш Республикинче выльăх-чĕрлĕхе ашлăх ĕрчетессине аталантарасси» тĕллевлĕ программа йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ĕне выльăх самăртакан ферма çурчĕсене тĕпрен юсамалла тата çĕнĕрен тумалла, пысăк пахалăхлă апат ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, ĕне ашĕ туса илессине çултан-çул ÿстермелле, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Шел те, кĕтÿ чакса пынине пула программа тивĕçлипе пурнăçланмасть. 2005-2010 çулсенче мăйракаллă шултра выльăх 117,6 пинрен 71,6 пин пуç юлнă. Хальхи вăхăтра паха ĕне ашĕ çителĕксĕр. Малалла вулас...
Комментари хушас